Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

АПКна - патшалăх пулăшăвĕ («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики )

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура агропромышленность комплексне патшалăх енчен пулăшма палăртнă ыйтусене сỹтсе явнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем çур акине хĕтĕрленес тĕлĕшпе тата инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçленине тĕплĕн тишкересси те тĕп вырăнта пулнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов черетлĕ ака ĕçĕсене ирттерме ял хуçалăх предприятийĕсенче минераллă удобрени сахал туяннине палăртнă. Пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесси те тĕп ыйту. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсен 22328 центнерĕ (69 проценчĕ) акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ.



"Елчĕк Ен"
19 января 2013
00:00
Поделиться
;