Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тăван йăвара çитĕнекен чĕпсем («Край родной (Тăван Ен)», Кугеси )

Нумаях пулмасть «Чувашский бройлер» ОАО предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма ЧР Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар район администраци пуç­лăхĕ Георгий Егоров пынине иртнĕ номерте çырса пĕлтернĕччĕ.

Конкуренци вăйланать

Чăваш Республикин Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев витесемпе, кунти условисемпе паллашрĕ, чăх-чĕп пăхакансемпе чарăнса тăрса канашларĕ, цех пуç­лăхĕсемпе производство ыйтăвĕсем тавра сăмах пуçарчĕ.

«Чувашский бройлер» ОАО районта çеç мар, республикăра та çулсерен пысăк кăтартусемпе савăнтарать. «Ĕлĕкхи чăваш пуянĕсем чăваш çăмартисене Англие çитиех ăсатни çинчен калаç­çĕ, «Чăваш бройлерĕ» инçе çула тухасшăн мар-и?» – тесе ыйтсан Николай Григорьев зоотехник çапла хуравларĕ: «Пирĕн фабрикăн çăмартисене хальлĕхе республикăрах туянса пĕтереç­çĕ-ха, малашне курăнĕ», – терĕ.

Фабрикăпа паллашнă хыççăн пуçлăхсем ларусен залĕнче ĕçлекен халăхпа тĕл пулчĕç.

«Агропромышленноç ыйтăвĕсене эпир патшалăх политикинче яланах чи пĕлтерĕшлĕ вырăна хунă. Раç­çей ВТОна кĕчĕ, çавăнпа та конкуренци ытларах палăра пуç­ларĕ", – терĕ хăй сăмахĕнче Михаил Васильевич. «Чувашский бройлер» ОАО хăйĕн умне тата республика ун умне лартнă задачăсене аван пурнăç­ласа пынине палăртрĕ вăл.

Паянхи кун фабрика Раç­çейре те тивĕç­лĕ шайри конкуренцие тухма пултарнине, малашне вара продукци пахалăхне экологи енчен таса, кирлĕ шайри стандарта çитерсе, Евросоюз çĕршывĕсене тухма тăрăшмалли пирки каларĕ Республика Пуçлăхĕ.

Район халăхне фабрика чĕпсемпе тивĕç­терет. Пĕлтĕр 3 млн та 331 пин чĕп сутнă. Ку енĕпе «Чăваш бройлерĕ» – 2-мĕш, «Юрма» Агрохолдинг» 1-мĕш вырăнта. Икĕ чăх-чĕп фабрики çак таварпа 66% тивĕç­терет. Паянхи кун производство малалла аталанать.

Наци проекчĕ – çитĕнÿ çул-йĕрĕ

Малалла ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ:

«Республика аграрийĕсем умĕнче тăракан задачăсене, пĕтĕмĕшле илсен, пурнăç­ланă. Ку тĕлĕшпе федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрса панă укçа-тенкĕ самай пулăшнă. Пурĕ 2, 1 млрд тенкĕ уйăрса панă (федераци бюджетĕнчен – 14, 5%, республика бюджетĕнчен – 11% ытларах)», – терĕ вăл.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырă çапса илесси 2011 çулхи шайран – 74% чакнă. Ку кăтарту Раç­çейре те çавăн евĕрех. Çĕршывĕпе пурĕ 70 млн тонна тĕш тырă çапса илнĕ (2011 çулта – 91 млн тонна пулнă). Выльăх-чĕрлĕх усракан комплекссене (сысна тата чăх-чĕп усраканнисене) çакă тÿрремĕнех пырса тивет. Кăçал вĕсем валли 50 тонна фураж çитмест.

2012 çулта 900 пин тонна çĕр улми пухса илнĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан 9, 5 тонна ытларах. 167, 86 пин тонна пахча çимĕç пÿлмене кĕртнĕ, 2011 çулхипе танлаштарсан 4% сахалрах. 2012 çулта мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстернĕ. Çакă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынипе пулнă, ял хуçалăх предприятийĕсене 5 миллиард тенкĕ ытла кредит илме май панă. Çавна майăн 148 выльăх-чĕрлĕх объектне реконструкци тунă, çĕнĕ çуртсем лартнă. Ку тÿрремĕнех сĕт сăвассине ÿстересси патне илсе пынă – 100, 6%. Пирĕн республикăра 3 район (Елчĕк, Етĕрне тата Шупашкар районĕсем) 5 пинлисен шутĕнчен иртнĕ.

Калаçу малалла аш-какай туса илес ыйту пирки, конкуренцире çĕнтерес çул-йĕрсем çине куç­рĕ. Çакă туса илекен продукци пахалăхне ÿстерме хистенине палăртрĕç. Михаил Васильевич çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕç­терес ыйтăва куç­ран вĕçертмелле марри, вĕсене «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа çурт-йĕр тума май пур таран пулăшмалли пирки каларĕ.

Çĕнĕ утăмсем

Шупашкар район администрацийĕн пуç­лăхĕ Георгий Егоров çамрăк çемьесене çурт-йĕр тума пулăшмашкăн районта тĕллевлĕ программа хатĕрлесси, ял тăрăх администрацийĕсем кунта хушма пулăшу парасси пирки каларĕ.

«Районта çирĕп те вăйлă ĕç­лесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕ сахал мар. «Ольдеевская» Агрофирма» кăçал тата 7 çĕнĕ витĕллĕ теплица хута янă. Çак предприяти районти чи вăйлă аталанакан 9 предприяти шутне кĕрет. Республика Пуç­лăхĕ çине тăнипе «Атлашевская» чăх-чĕп фабрики вара çĕнĕрен ура çине тăчĕ», – терĕ вăл.

Малалла район администраци пуçлăхĕ Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз, «Чурачикское» тата «Прогресс» хуçалăхсем çирĕппĕн ĕç­лесе пынине, «Атлашевское» СХК йывăрлăхсене çĕнтерсе ура çине тăнине, рабочисене ĕç укçи вăхăтра тата тивĕç­лĕ тÿленине палăртрĕ. «Тин çеç эпĕ хам чылай çул ертсе пынă «Приволжское» вĕрентÿпе сăнав хуçалăхĕнчен таврăнтăм. Предприяти малтанхи çул-йĕртен каялла чакмасть, çине тăрса, тăрăшса ĕç­лесе пыраç­çĕ кунта çынсем», – тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне Георгий Егоров.

Пĕтĕмпех – халăхшăн

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хăйĕн сăмахĕнче бюджет ыйтăвĕсем тавра калаç­рĕ. Михаил Васильевич канашлăва вĕçлесе пынă май республика пурнăçĕнчи çĕнĕ утăмсен пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, Чăваш Республикин влаçĕн ĕçĕ-хĕлĕн йĕркине (легитимность) Раç­çей Федерацийĕ тивĕç­лĕ хакланă; регионсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă. Влаç обществăллă финанс ĕç­не эффективлă ертсе пынăшăн Раç­çей Федерацийĕнчен 65 миллион тенкĕ преми илме тивĕç­нĕ, влаç ĕç­не эффективлă йĕркелесе пынăшăн – 80 миллион ытла. Çак укçана халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса памалли çĕре яма палăртнă.

Сăмах май

2012 çулта сĕт туса илекен уйрăм хушма хуçалăхсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене 107 миллион тенкĕ субсиди панă. Малашне Раç­çей Федераци шайĕнче чи пысăк сортлă 1 литр сĕтшĕн ял хуçалăх организацийĕсене 1 тенкĕ те 20 пус субсиди параç­çĕ, 1-мĕш сортлă сĕтшĕн – 40 пус.



"Тăван ен"
18 января 2013
00:00
Поделиться