Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

КУРНИ-ИЛТНИ («Голос крестьянина (Хресчен сасси)», Чебоксары )

Техника паркĕ пуянланать

Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех техника паркĕсене пуянлатаççĕ. Пĕлтĕр çеç районта 71 тĕслĕ çĕнĕ техника туяннă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 73 миллион та 716 пин тенкĕлĕх. 48-ăшне кредитпа илнĕ, 23-шне вара – предприятисен укçи-тенкипе.

«Асаново» хуçалăх ыйтăва хăйĕн укçи-тенкипех татса пама май тупнă: ГВВ-6 утă тавăрмалли кĕрепле, КРН-2, 1 косилка, СЗ-5, 4-0, 6 сеялка тата ытти техника туяннă.

«Слава картофелю» агрофирма инвестици кредичĕпе «Джон Дир-8310» трактор, «Дружба» хуçалăх «Версателе-280» трактор, Ф.Хайртдинов фермер «Агрос-580» комбайн илнĕ.

Çăмăл машинăсем те, тракторсем те

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енри вăрман хуçалăхĕсем валли 26, 5 млн тенкĕлĕх пушара хирĕç кĕрешмелли çĕнĕ техника – çăмăл машинăсемпе тракторсем – туяннă. Çак шутра 25, 2 млн тенкĕ – федераци бюджетĕнчен, ытти – республикăн. Вăрман ĕçченĕсем палăртнă тăрăх юлашки 20 çул хушшинче республикăна кун чухлĕ техника килни пулман.

ЧР çут çанталăк министерствин йышăнăвĕпе вунă çĕнĕ «Форест» трактора Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Опытнăй, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Шупашкар тата Етĕрне лесничествисене ăсатнă. Хальхи вăхăтра вăрман пушар службин подразделенийĕсенче 106 техника упранать.

Çавăн пекех икĕ «Шевроле-Нива» çăмăл машина (Киря тата Канаш лесничествисем валли), «УАЗ-Патриот» (Çĕмĕрле лесничестви валли), «УАЗ» (Шупашкар лесничестви валли) туяннă.

Процент ставки чакнă

Раççей ял хуçалăх банкĕ потребитель кредичĕн çулталăкри ставкине 12, 5 процент хăварнă. Çăмăллатнă йĕркепе кредита 2013 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕччен илме пулать.

1 млн тенкĕ таран кредита 6 уйăхлăх параççĕ. Уншăн комисси тытса юлманни тата тĕрлĕ виçепе тÿлеме май пурри клиентсемшĕн лайăх. Кредита транспорт хатĕрĕ туянма, куçман пурлăха юсама, санатори-курорт пулăшăвĕпе усă курма, эмел илме тата ытти ыйтăва татса пама илме юрать. Кредита 18 çул тултарнă граждансем илме пултараççĕ. Анчах кредит татнă вăхăт тĕлне вĕсем 65 çултан иртмелле мар.

2012 çулта Раççей ял хуçалăх банкĕ потребитель кредитне 57 млрд тенкĕлĕх панă. Кăçалхи январь тĕлне кредит портфелĕ 198 млрд тенкĕпе танлашнă.

130 çул халăхпа

Раççей ял хуçалăх банкĕ «130 ÿсĕм çулĕ!» ятпа укçа хывассине 2013 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен тăснă.

Юбилей вклачĕпе халăх анлă усă курать. Процент ставки пысăк пулнипе банкăн регионсенчи филиалĕсенче 120 пин çын 23 млрд тенкĕлĕх укçа хывнă.

Банк клиенчĕсем çавăн пекех çулталăкра 12 процент таран ÿссе пыракан ставкăпа (проценчĕ депозита хăçан хывнинчен те килет) укçа хывма пултараççĕ. Депозит срокне виçĕ хутчен тăсма май пур. Процентне кашни уйăхрах шутлаççĕ. Вкладăн чи пĕчĕк виçи – 3 пин тенкĕ, чи пысăк виçине палăртман. Хушма взноссене тата ытти тăкаксене тытса юлмаççĕ.



"Хресчен сасси"
16 января 2013
00:00
Поделиться