Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Утçире камсем малта?

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх,

утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - утă хатĕрлемелле /тоннăпа/, иккĕмĕшĕ - утă пухса кĕртнĕ /тоннăпа/, виççĕмĕшĕ - процентпа, тăваттăмĕшĕ - сенаж хатĕрлемелле /тоннăпа/, пиллĕкмĕшĕ - сенаж хывнă /тоннăпа/, улттăмĕшĕ - процентпа

Таблицăран паллă: утă хатĕрлессипе Куславкка, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай районĕсем малта. Куславккасем плана 13 хут ирттерсе тултарнă, выльăх апачĕ сутмалăх та пур. Вăрмарсем тĕллеве 3 хута яхăн ирттерсе пурнăçланă, утă саппас та хатĕрленĕ.

Курăка сĕтеклĕ чухне пуçтарнине нимĕн те çитмест. Пахалăхĕ лайăх упранать. Сенаж хывнă чухне çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Куславккасемпе Вăрмарсем утă янтăлассипе лайăх ĕçлеççĕ пулсан та, сенаж пирки вуçех маннă. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне ăна пĕр тонна та хывман. Муркашсемпе Пăрачкавсен кăтартăвĕ те пĕчĕк.

Силоса республикипе хальлĕхе 5,3% çеç хатĕрленĕ. Ку ĕçе 6 район /Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне/ çеç пуçăннă. Ыттисем тапранман-ха.

Куславккасем - 62, Муркашсем - 12, Вăрмарсем 33 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ. Республикипе - 107.

Вăрнар районĕнчи «Янгорчино», Шупашкар енчи «Чурачикское» хуçалăхсенче утă-сенаж хатĕрлекен, ют çĕр-шывра кăларнă хăватлă техникăпа паллаштарнăччĕ. Ĕç тухăçлăхĕ вĕсен тĕлĕнмелле пысăк. Анчах Вăрнарсен те, Шупашкарсен те цифрăсем утçире республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Харпăр хăйĕнне вĕçлесен техникăна ытти хуçалăх уйне те куçармаллах пулĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса, ĕçе вăраха ямасăр вăй хунине мĕн çиттĕр? Чылай çĕрте çак меслетпе анлăн усă кураççĕ.



"Хыпар"
05 июля 2012
00:00
Поделиться
;