Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

РЕСПУБЛИКА УЙ-ХИРĔНЧЕ

Районсенче утçи хĕрсе пырать. Хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене 55 559 гектар çулнă. Йĕпреç (5512 гектар), Комсомольски (4300), Елчĕк (4272), Шупашкар (3733), Муркаш (3720), Вăрнар (3398), Пăрачкав (3280), Етĕрне (3248), Тăвай (3150) районĕсенче лаптăксем самай пушанма ĕлкĕрнĕ.

Çанталăк уяр тăнипе хуçалăхсем утă ытларах хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Çак тапхăрта ăна 39 746 тонна е палăртнин 54, 1 процентне янтăланă. Комсомольски (4065 тонна), Елчĕк (3500), Муркаш (3150), Шупашкар (3050), Тăвай (2700), Вăрнар (2465) тăрăхĕсенче ĕç кал-кал пырать. Асăннă вăхăт тĕлне республикăра 50 789 тонна сенаж хывнă. Ку палăртнин 22, 4 проценчĕ. Патăрьел (1099 тонна), Вăрнар (1509), Канаш (1170), Шупашкар (1562), Елчĕк (1410) районĕсен кăтартăвĕсем пысăк. Куславккапа Вăрмар енче ку ĕçе тытăнман-ха.

Йĕпреç, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне тăрăхĕсенче силосăн 20-23 проценчĕ хатĕр. Хальлĕхе кашни условнăй выльăх пуçне республикипе 6, 47 апат единици тивет.



"Хресчен сасси"
04 июля 2012
00:00
Поделиться