Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Министр – Тăвай тăрăхĕнче

Иртнĕ эрнере пирĕн районта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, унăн пĕрремĕш çумĕ В.Ванерке “Акконд–агро фирма” АХОна, В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхне çитсе çаврăннă, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсемпе паллашнă. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене пухса кĕртес ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Утăна палăртнă хисепĕн 71, сенажăн 28 процентне хатĕрленĕ. Грачев хуçалăхĕнче пĕр çул ÿсекен курăксене çулса пухма тытăннă. Министр хресчен фермер хуçалăхĕнче 200 пуç ĕне вырнаçмалăх вите тăвас (унтах 20 вырăнлă пăрулаттаракан тата 30 пуç пăру тытмалли уйрăмсем пулаççĕ) ĕç мĕнле пынипе паллашнă. Ĕçлĕ визит С.Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕн çĕр улми ани çинче пулнипе вĕçленчĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: С.Павлов министр, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильевпа унăн çумĕ В.Ванерке, «Акконд-агро фирмăн» генеральнăй директорĕ В.Ивановпа А.Михайлов агроном обществăн кукуруза пуссинче.


"Ял ĕçченĕ"
03 июля 2012
00:00
Поделиться
;