Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Кунта çумăр тÿперен çеç çумасть

Г.Ямуков фермер çĕр улми çитĕнтерессипе районта кăна мар республикăра та ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри.

Хуçалăхра лартакан лаптăксем республикăри хăш-пĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен те пысăкрах. Анчах та тухăç пухса илесси çанталăк условийĕсенчен чылай килет. Юлашки çулсенче çулла çумăр нумай вăхăт хушши çуман тапхăрсем килсе тухаççĕ. Апла пулин те этем çут çанталăкран килекен кĕтменлĕхсене пĕтерме тăрăшать. Шăрăх кунсенче «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улмие шăварассипе нумай ĕçлерĕç. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Николаевич ятарласа çак тĕллевпе Италире туса кăларнă пахча çимĕç шăваракан çĕнĕ техника туяннă. 7 миллион та 200 пин тенкĕ тăракан техникăна туянма 30 проценчĕ таран федераци бюджетĕнчен субсидиленĕ. Çĕнĕ техника шăварнă чухне тÿрех пысăк лаптăк ярса илет. Çĕр улми йăранĕсем çинче пĕр çум курăк та курăнмасть, авăрĕсем те парка. Çĕре юратса пăхсан, пур условисене те пăхăнса пурнăçласан вăл хăй енчен ырăпа тавăратех.



"Урмарская районная газета"
30 июня 2012
00:00
Поделиться
;