Чи вăйлисен хушшинче – çичĕ хуçалăх
ÇУЛСЕРЕНЕХ çак вăхăтра республикăри агропромышленность предприятийĕсен аталанăвне тишкерсе малта пыракан хуçалăхсен рейтингне палăртаççĕ. “Агро 100” клуба лекме те, унта тытăнса тăма та çăмăл мар. Апла пулин те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çичĕ хуçалăх çиччĕмĕш çул ĕнтĕ (çавăн чухлĕ хут ирттереççĕ) хăйсен чысне çухатмаççĕ. Вĕсене ятран асăнма та кăмăллă: “Агрофирма “Исток” тулли мар яваплă общество (А. Илюткин), акционерсен “Батыревское” хупă обществи (П. Ялуков), Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ (В. Барышников), “Звезда” (В. Кузнецов), “Малалла” (М. Петров), “Красное знамя” (П. Никифоров), “Первомайск” (М. Петров) хуçалăхсем.