Купăста тупăш кÿрет
- Тĕллев - сахалрах тăкакпа тупăш ытларах илесчĕ. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрсен конкуренци çивĕч пуласси халех паллă. Ăна кĕтсе илме хатĕрленсе продукци хăй хаклăхне чакарма çĕнĕ оборудовани туянатпăр, Европа шайĕнчи технологисем çине куçатпăр, - тет мал ĕмĕтлĕ Василий Семенов.
Пĕтĕм лаптăк
- Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче касма тытăнтăмăр. Кунсерен сĕтекленсе, йывăрăшĕ хушăнса пырать. Сутлăха кашни кун 2-3-шер тонна ăсататпăр, - тет Зоя Павлова тĕп агроном. - Елена Лазарева, Алена Романова, Альбина Егорова хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ. /Пахча çимĕç ăстисене эсир сăн ÿкерчĕкре куратăр. Сылтăмран иккĕмĕшĕ - Зоя Геннадьевна/.
Энĕш леш енче ир пулакан çĕр улми çитĕнет. Çеçкисем сарăлса пĕрлешнĕ, тăпрана вĕри хĕвелпе типесрен сыхлаççĕ. Ăна утă уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче кăларасшăн. Малтан палăртнă тăрăх - тухăç кашни гектартан вăтамран 250-300 центнер пулмалла. Йăлтах сутлăха тухĕ.
- Утă уйăхĕн варринче çын самаях кирлĕ - 50-60 таранах. Хăяр тăварлатпăр, çĕр улми кăларатпăр. Инçетрен килекенсем валли общежити пур. Шалу аван тÿлетпĕр, - тет Василий Николаевич.
Парăмпа татăлма, халăха тÿлеме чĕрĕ укçа кулленех кирлĕ. Хальлĕхе ирхи купăста тупăш кÿрет, кĕçех çĕр улмипе ытти пахча çимĕçрен услам кĕрĕ.