Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хамăршăн тăрăшма вăхăт

90-мĕш çулсенчи пăтрашуллă йывăр тапхăрта йĕркеленнĕ фермер хуçалăхĕсенчен ура çинче тытăнса юлнисем нумай та мар. Вутра çунма, шывра путма тивни те вĕсене çапса хуçайман. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртме шăл çыртса малаллах талпăннă. Çав шутра Елчĕк тăрăхĕнчи Федор Алексеевич Шадриковпа Шупашкар районĕнчи Александр Витальевич Никитин. Иккĕшĕ те ЧăвашАККОРта 21 çул тăраççĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ-шухăшĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашар-ха.

Килтин тути те лайăхрах

Александр НИКИТИН:

– Шупашкарпа юнашарах çуралса ÿснĕ пулин те умри çул-йĕре ял хуçалăхĕпе çыхăнтартăм. Ачаран çĕр ĕçĕнче пиçĕхсе ÿсни витĕм кÿчĕ пулас. Атте, Виталий Леонидович, Кадыков ячĕллĕ хуçалăхра агрономра, анне, Галина Ивановна, пахчаçăра ĕçленĕ май вĕсене пулăшма çÿренĕ. Çу кунĕсем пуçлансанах теплицăран тухма пĕлмен, пахча çимĕçне çумланă, шăварнă... Çемьери виçĕ ывăлтан пĕри те айккинче тăрса юлман, аслисемпе танах тар тăкнă. Урамра выляса-çапкаланса çÿреме те вăхăт пулман пирĕн. Аннене тăрăшса ĕçленĕшĕн медальсемпе, орденпа наградăланă. Ăна кура эпир те хавхаланса ĕçленĕ, нăйкăшса-турткалашса ларман.

1992 çулта, пай çĕрĕсене уйăрма тытăнсан, çемьепе иккĕленмесĕрех фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, хăнăхнă-пĕлнĕ ĕçе малалла тăсрăмăр. Уйăрса панă икĕ гектар пахча çимĕçне çитĕнтерме çителĕклех пулин те 2002 çулта тата 20 гектар илсе хуçалăха сартăмăр. Унччен сутлăх пахча çимĕçне кăна çитĕнтернĕ пулсан халĕ тырă, çĕр улми те туса илме тытăнтăмăр. Анчах тырă, йÿнелсе кайнипе, тăкаксене саплаштарайми пулчĕ. Сутнин усси сахаллипе 2007 çулта сысна туянтăмăр. Уй-хирте çитĕнтернипе выльăха тăрантарма яни сая каймарĕ, сысна какайне тата çурисене сутни çемьене хушма тупăш кÿме тытăнчĕ. Сăмахран, хальхи вăхăтра ун чĕрĕ виçи 140 тенкĕ тăрать. Обществăлла апатлану предприятийĕсем хаклăрах та илеççĕ. Çыннисем те хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцине ытларах кăмăллаççĕ. Килтин тути те лайăхрах çав, унтан хатĕрленĕ апат-çимĕç сĕтеклĕрех. Çакна тинех ăнланса çитрĕç курăнать, пысăк предприятисенче химикатсемпе тăрантарса ÿстернисене туянасшăн мар. Сысна çурисем ытларах та тупăш кÿреççĕ. Кăçал 10-12 килограмм таякан çура 4 пин тенкĕпе кайрĕ. Çавăнпа сысна амисене 50 пуçа çитерме палăртрăмăр. Çăвăрлаттарса сутни тупăшлăрах. Пĕтĕмпе вара йыш 100 пуçа çитмелле. Паллах, çакна валли витене тĕпрен юсаса çĕнетмелле, сармалла. Хальлĕхе, юсав ĕçĕсем пуçланнă май, 20 сысна çеç хăвартăмăр. Строительство вĕçленсен çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарма пулăшакан программăпа патшалăхран тăкаксене саплаштарма субсиди илмелли документсем тăратнă. Ĕç ăнса пынă май малашне çĕр лаптăкне 100 гектара çитересшĕн.

Хуçалăхра яланхиллех хăяр тĕп вырăнта. Вăл 0, 10 гектар йышăнать. Ăна теплицăра çитĕнтеретпĕр. Çур енне теплицăна уйăха яхăн газпа ăшăтатпăр. Мартра калча лартатпăр, апрельте çимĕçне пуçтарма тытăнатпăр. Хĕлĕпе газ çунтарнин усси сахал. Çимĕç туса илесси хакла ларать. Вăл хакпа вара сутма йывăр, тăкак курни çеç. Хăяр пĕрре пуçтарсах 400 килограмм пухăнать. Çу енне вара ăна кун сиктерсе пуçтарса тăмалла. Çуркунне килограмĕ 60 тенкĕпе каять, çулла йÿнелет, паллах. Çавăнпа хăяра çуркунне, юр ирĕлсе пĕтиччен, пахчара ыттисен пулса çитиччен туса илни лайăхрах.

Пĕчĕк хуçалăхăн машинăпа трактор паркне те çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Унсăр пур ĕçе те ĕлкĕрсе пыма йывăр. Акă, çăмăллатнă кредитпа тырă турттарма Камаз, ытти техника туянтăмăр. Ĕмĕтсем пысăк, хальхи вăхăтра, патшалăх ял бизнесне аталантарма пулăшнă чухне, ÿркенмелле мар, хăюллăнах ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртмелле. Хушма хуçалăха фермер хуçалăхĕн шайне çĕклемелле. Хăвăншăн ĕçлеме çул уçăлнă чухне çак мелсемпе усă курмаллах.

Тертленни сая каймарĕ

07
Федор ШАДРИКОВ:

– Елчĕк районĕнчи пĕчĕкрех колхоз-совхозсене пĕрлештернĕ хыççăн унччен лайăх аталанса пынисемех йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахрĕç. Пысăк предприятие тытса тăма йывăр çав. Çакна кура фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шутларăм. Агроном пĕлĕвне илнипе çĕр ĕçĕ ытлашши хăратмарĕ. Мана вара хăрса ларнă сад пачĕç. Ăна йывăç тымарĕпе çум курăкран тасатма укçа, вăй-хал самай тухса кайрĕ. Хайхи виçĕ гектар çине сухан лартнă хыççăн çум курăк пусса илнипе сухаласа тăкни те пулнă. Халĕ анана унран мĕнле тасатмаллине лайăх ăнланса-пĕлсе çитрĕм. Тертленни сая каймарĕ темелле. Вăрттăнлăхпа ыттисене те паллаштарам-ха.

Паян эпĕ пĕр лаптăка та çĕртме тумасăр акмастăп. Малтанхи вăхăтра çум курăкне пĕтерме 3-4 хут та тума тивнĕ ăна. Кăçал 4 çул усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕм. Çак тапхăрта сухаламан çĕре 2 см хулăнăш çум курăк вăрлăхĕ тăкăнса ĕлкĕрнĕ. «Плугпа тарăн сухаласа пăрахнипе йĕркеллĕ ана тăваймастăн. Çавăн чухлĕ вăрлăха çĕр айне чиксе хуни кăна», – ăнлантарчĕ мана паллă агроном. Чăн та, хăш-пĕр курăк вăрлăхĕн шăтаслăхĕ 20-30 çулта та пĕтмест. Ăна тасатма манăн ĕмĕр те çитмĕ. Дискаторпа çĕре вăрлăх шăтма пултаракан тарăнăш кăна сухалатăп та тепĕр çăмăл агрегатпа сÿрелетĕп, унтан катокпа тикĕслетĕп. Çаксене пĕр-пĕрин хыççăн тата çийĕнчех туса пымалла. Хура пусă хăварни лаптăкра юлнă çум курăкне шăтса тухма май парать. Вĕсенчен яланхи мелпе хăпмалла çеç. Иртнĕ çул шăнтса юр çунă хыççăн çĕре кастарса тухрăм.

Анана типĕтсе ямалла мар. Çумăр çуса кайнă хыççăнах çĕр ĕçне тытăнатăп: ретсем хушшине кăпкалататăп, сухалатăп. Халĕ манăн 300 гектара яхăн çĕр. Çав шутра 10 гектарне вăрлăхлăх сухан йышăнать.

Лаптăка çу каçа унчченхи пек тăватă хут мар, пĕрре çумлани те çителĕклĕ. Вăхăтра çиелтен кăпкалатса кастарса тухсан чылай вăхăт çум курăкĕ пусмасть. Ӳсен-тăранăн тымарĕ те сывлать. Унсăр пуçне выльăх, сахăр кăшманĕ, кишĕр, хура тулă, çĕр улми, тырă туса илетĕп. Пусă çаврăнăшне тытса пыма ытти фермерсемпе çыхăнса ĕçлетĕп. Акă, тĕрлĕ кăшман çитĕнтерме вĕсен лаптăк хушши 2, 5 км пулмалла. Манăн ун чухлĕ çук. Çавăнпа ыттисен çĕрĕпе усă куратăп. Фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене те акса паратăп. Анчах хам лаптăкра. Вĕсен йĕркеллĕ пăхса тăман лаптăкĕсенче ÿсен-тăрана чир-чĕр ерет.

Тухăç çĕр пулăхĕнчен килет. Уй-хире нихăçан та навус кăларман. Вăл çук курăкĕн вăрлăхне сарма пулăшать çеç. Пулăха пуянлатма викăпа сĕлĕ, урпа хутăшĕ, горчица акса хăваратăп. Çитĕннĕ ÿсен-тăрана вĕтетсе çĕре хывса хăваратăп. Пĕлтĕр хĕрлĕ кăшман йÿннипе кĕркунне ăна та вĕтетсе лаптăкрах хăвартăм. Шутласа пăхрăм та: кăларса сутни тăкака пурпĕр саплаштараймасть. Кăшман калипе, магнипе пуян, унта селен та пур. Алă айĕнчех чухне мĕншĕн укçа парса туянмалла?

Туса илнĕ çимĕçе пайтаçăсем урлă мар, хамăн лавккарах сутатăп. Иккĕ вĕсем манăн, ял халăхне кирлĕ мĕнпур вăрлăх туянма пулать унта. Вĕсенче пахча çимĕçне бартерпа улăштарса илнĕ тавар та пур. Çапла вара, йăлтах хам туса илетĕп, хамах сутатăп.



"Хресчен сасси"
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;