Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пире тăрантараканни, тумлантараканни, хăват параканни – çĕр.

Пире тăрантараканни, тумлантараканни, хăват параканни – çĕр. Ахальтен мар хирти е пахчари пĕр-пĕр ĕçе вĕçлесен: “Ана, вăйна мана пар, пÿлме тулли тыр-пул пар”, – тесе ыйтатпăр. Уйра тĕш тырă ÿснине курсан чун мĕнле хĕпĕртет тата! Сăмахпа каласа та кăтартаймастăн. Унччен акăннă-лартăннă лаптăксенче халь çум курăксем ашкăрса ÿсни вара пите хĕретет, чĕрене ыраттарать. Шел пулин те, паян çакăн пек вырăнсем те пур-ха. Районта июнĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ уй-хир тĕрĕслевĕнче çакă лайăх курăнчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ака вĕçленсен хирсене пăхса çаврăнасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та хуçалăхсене район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх ертÿçисем, тĕп специалистсем çитсе курчĕç. Пĕрремĕш чарăну улма-çырла питомникĕн территорийĕнче пулчĕ. Пысăках мар коллектив пан улми, чие тата çырла тĕм-хуна-вĕсене çитĕнтернисĕр пуçне тĕш тырă туса илессипе те аван тăрăшать. Вăл сортлă вăрлăхсемпе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри те. Кунти хирсене пăхса савăнмалăх пур: акнисем чăшăл! çеç шăтса тухнă, гербицид сапнăран çум курăк та иртĕнмест. “Батыревский” пĕрлешĕвĕн уйĕ пирки те çакнах палăртса хăвармалла. Минераллă удобренисемпе усă курни те тÿрех сисĕнет.

Çул малалла Кивĕ Катек тата Татмăш ялĕсем еннелле тăсăлчĕ. Хуçалăхĕсем пĕтнĕрен çĕрĕсене “Исток” агрофирмăпа “Корма” пĕрлешÿ арендăна илнĕ. Вĕсем кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшни палăрчĕ.

Пĕр вăхăтра çĕр пайĕ илсе ĕçлесси питĕ анлă сарăлчĕ. Анчах пурин те “пиçсех” каймарĕ курăнать. Халь вĕсен анинче мĕнле кăна курăк çитĕнмест-ши! Çав вăхăтрах йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнакансем те пур. Акă, Çĕнĕ Ахпÿртри Е. Мартышкин çиччĕмĕш çул çĕр çинче тăрăшать. Ăна ялти çынсем те хăйсен пайĕсене панă. Технологие пăхăнса, пусă çаврăнăшне йĕркелесе ĕçлет. Кăçал тăпра пулăхне лайăхлатма рапс та акнă.

Туçа енчи халăх иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех сухан-севок туса илессипе аван вăй хунă. Халĕ те çаплах. “Тойсинская” пĕр-лешÿре шăпах çак культура çитĕнекен уйра чарăнтăмăр. Лайăх шăтнă, пăхма та кăмăллă. Калчасене çум курăкран гебицидпа тасатма палăртаççĕ.

“Звезда” хуçалăхăн хирĕсем те таса. Кунта выльăх-чĕрлĕх отрасльне те тим-лĕх сахал мар уйăраççĕ. Кăçал ĕнесене валли çуллахи лагерь тума пуçланă. Унта та сĕт тÿрех пăрăх тăрăх холодильнике кайĕ.

Ял хуçалăхĕнче пур культура та кирлине палăртаççĕ хуçалăх ертÿçисем. “Красное знамя” кооперативра тырăпа çĕр улмисĕр пуçне сухан (севок), кукуруза, купăста çитĕнтереççĕ.

– Пур ĕçре те технологие пăхăнмалла, унсăрăн тупăш илме йывăр. Ÿсен-тăран отраслĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тачă çыхăннине манмалла мар, – терĕ “Красное знамя” кооператива чылай çул ертсе пыракан П. Никифоров хирсемпе паллаштарнă май.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕлĕхсем кĕртме, тухăç илессишĕн тĕрлĕ мел шырама тăрăшни те сисĕнет. “Труд” эртелте кăçал пĕрремĕш хут викăна горчицăпа хутăштарса акнă. Ытти лаптăксене те ячĕшĕн çеç шуратса хăварнă тееймĕн. Тĕш тырă вăрлăхĕсене çĕнетнĕ, минераллă удобренисемпе усă курнă. Сăмах май, Чăваш Республикинчи “Россельхозцентр” патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районĕпе 617 тонна паха вăрлăх туяннă, кăçал – 650 тонна.

Унччен пушă выртнă пусăсенче халь тĕш тырă çитĕнни чăннипех те савăнтарать. “Булинская” пĕрлешÿ йĕркелениччен Пăлапуç Пашьел хирĕсем çарана аса илтеретчĕç. Халь пĕрчĕллĕ культурăсем те, çĕр улми те ÿстереççĕ. Çил ачисем вылянă витесенче выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Уй-хир тĕрĕс-левне хутшăнакансем “Мир” хуçалăхра та кăçал акана, ытти çулсемпе танлаштарсан, лайăхрах хатĕрленсе ирттернине палăртрĕç.

Ĕне-выльăха ешĕл курăк çинче çÿретсен продукцин хăй хаклăхĕ чакни каламасăрах паллă. “Первомайск” хуçалăхра ĕнесене çуллахи лагере кăлараççĕ: çакăнтах сăваççĕ, пăрлаттармалли уйрăм та пур. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Ю. Федоров выльăхсене уçă сывлăша кăларасси, апат пахалăхлă янтăласси, силос, сенаж хунă чух наука ыйтнă пек ĕçлемелли пирки сăмах хускатрĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П.Ефимов витесене тасатса тирпейлеме, юсама, шуратма халех пуçăнмалли, кĕтÿçе выльăхсене пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсемпе тивĕçтермелли çинче чарăнса тăчĕ.

“Первомайск” тата “Малалла” хуçалăхсен “тилхепине” чылайранпа пĕр çын тытать – М. Петров. Иккĕшĕнче те хирсем пăхса ытармалла мар. Пăрçа, севок, çĕр улми уйĕсем таса. Вăхăтра акса хăварнă, аван шăтнă.

Кăçал кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçайманни те тĕрĕслевре курăнчĕ. Упранса юлнисем шĕвĕрех, чылай хуçалăхра пăсса акнă. “Сидели” пĕрлешÿ ертÿçи А. Иванов та çак темăнах хускатрĕ. Вĕсем 200 гектар никĕсе хывса хăварнă пулсан, 170-не çĕнетнĕ.

“Исток” агрофирма 3000 гектара яхăн çĕрпе усă курать. Сахăр кăшманĕн лаптăкĕ те чи пысăкки – 300 гектар. Пĕтĕм культурăна минераллă удобренипе акнă. Халĕ тăпрана апатлантарас тĕллевпе ферма çывăхĕнчи тислĕке хире кăларма пуçланă.

Тĕрĕслеве çавăн пекех Гостехнадзор инспекцийĕн районти инспекторĕ И. Васильев хутшăнчĕ. Вăл уйрăм секторта тракторсен шучĕ ÿснине, выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт çитнĕ май техникăна юсаса пĕтермеллине, тĕш тырă пуçтармалли комбайнсене те “сиплеме” пуçăнмаллине пĕлтерчĕ.

“Чувашский” учрежде-нин районти агрохимикĕ С. Шалтынов пĕлтĕр хирсене тĕрĕсленине, тăпрара фосфорпа кали чакнине, кăçал удобрени маларахри çултинчен сахалтарах сапнине, хура пусăпа усă курмаллине каларĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ М. Калмыков пĕ-тĕмлетрĕç. “Кăçал çĕр пĕр тикĕс пиçеймерĕ тата ял хуçалăх продукцийĕсем ĕмĕтленнĕ пек сутăнмарĕç. Укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнипе ака çăмăлах килмерĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене малашне ытларах акасчĕ. Тарпа никĕсе хывнине тĕрĕс-тĕкел пуçтарса кĕртер”, – çак шухăшсене палăртрĕç ертÿçĕсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2012
00:00
Поделиться