Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Паха вăрлăх, ăратлă выльăх сутаççĕ

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра кашни пулмассерен çĕнĕлĕх асăрхатăп. Хальхинче çур аки умĕн «Джон Дир» трактор валли «Kverneland» комплект туяннă. Хакĕ аванах «çыртать», анчах сĕрмелли-çунтармалли материала чылай перекетлет, ĕç тухăçлăхне ÿстерет.

Ачаксем самана таппинчен юласшăн мар, ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр ыранхи куна шанса ÿсĕм çулĕпе утаççĕ. коллектива Валерий Герасимов председатель ертсе пырать. Район кунта çулсерен семинар-канашлу ирттереть. Валерий Геннадьевичран хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм.

- Çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 4 пин гектар ытла. Çурхи культурăсене 1200 гектар çинче акатпăр. Кĕрхисем 400 гектар çинче начар хĕл каçнă, çĕнĕрен акма тивет. Паллах, ку тăкаклă. Анчах çĕре пушă вырттараймăн.

Колхоз вăрлăх хатĕрлессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çулсерен суперэлита туянатпăр. Кăçал та 105 тонна сутăн илтĕмĕр. Районти тата республикăри хуçалăхсене пĕрремĕш репродукциллĕ урпа, тулă тата сĕлĕ вăрлăхĕ сутатпăр.

- Валерий Геннадьевич, техника паркĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Машина-трактор паркĕ çулсерен çĕнелет. Ку чухне хăватлă техникăсăр ÿсĕмлĕ ĕçлеймĕн. Кăçал кăна 6 миллион ытла тенкĕлĕх сеялкăпа культиватор туянтăмăр. Энерги перекетлекенни. Культиватор çĕре 9 метр сарлакăш кăпкалатма май парать. Унсăр пуçне утă çулма тата пуçтарма çĕнĕ агрегатсем илтĕмĕр.

Сĕрмелли-çунтармалли материал вăхăтра кÿрсе килетпĕр. Патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă.

Механизаторсем çителĕклĕ. Вĕсен ĕçри хастарлăхĕ кăмăла çĕклет. Александр Макаров, Александр Суворов, Геннадий Филиппов, Евгений Кириллов, Владимир Ижеев, ыттисем çĕре кĕске вăхăтра хатĕрлерĕç. Тырă акнă çĕрте Геннадий Тимофеев, Алексей Кольцов, Сергей Николаев, Юрий Иванов, Сергей Петров, Сергей Палейкин уйрăмах хастар пулчĕç. Валерий Дмитриев 20 çул ытла трактор çÿретет.

Водительсем те мухтава тивĕç. Геннадий Юхтанов, Михаил Смирнов, Валерий Петров, Владислав Алексеев, Вадим Дмитриев яланах рейсра.

- Сирĕн хуçалăх республикăра хăмла туса илессипе чапа тухнă...

- Тĕрĕсех калатăр. Эпир ку енĕпе ăнăçлă ĕçлетпĕр. Кăçал та хăмла плантацийĕ 40 ытла гектар йышăнать. Çулсерен çĕнĕ сортсем лартатпăр. Хальлĕхе татса паман ыйтусем те пур. Типĕ хăмлана вырнаçтарма хĕн. Çав вăхăтрах патшалăх хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсене пулăшни хавхалантарать. Раççейри сăра завочĕсем экологи енчен таса та паха продукципе ĕçлеме тытăнасса шанас килет.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ епле аталанать?

- Кăçал йышне ÿстерме палăртрăмăр. Хальлĕхе сăвакан ĕне 300 ытла. Фермăсенчи ĕçе механизацилеме тăрăшатпăр. Лапракассинчи ĕне фермине сĕт валли çĕнĕ пăрăхсем вырнаçтартăмăр. Колхоз ăратлă выльăх ĕрчетет. Республикăри хуçалăхсене çамрăк пăрусем сутатпăр. Кăçал çĕнĕ ферма тума палăртатпăр.



"Хыпар"
29 мая 2012
00:00
Поделиться
;