Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Уй-хирте

Районти аграрисем 9372 гектар тырă акса хăварнă. Çĕр улми 1161 гектар лартнă е плана 88, 5 процент пурнăçланă. «Мураты» кооперативра ĕç кăтартăвне ÿстернĕ: «иккĕмĕш çăкăра» 250 гектар лартнă, ку вăл планпа палăртнинчен 50 гектар ытларах.

Выльăх-чĕрлĕх валли сĕтеклĕ апат пултăр тесе хăш-пĕр аграрлă предприятисенче кукуруза акнă: Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче – 700 гектар, «Янгорчинăра» – 65, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра – 50, «Броневикра» – 32 гектар. Пĕр хуçалăхра – «Юнтапара» – выльăх кăшманĕ 8 гектар акнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 мая 2012
00:00
Поделиться
;