Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хура ана вăрлăхпа шуралать

Çурхи ака ĕçĕсем пыраç­çĕ. Хресчен çанă тавăрса хирте ĕç­лет. Çурхи кунсем яланах шутлă, вăхăтра акса хăварнă вăрлăх тухăçĕ пысăк пулать.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем пурте тенĕ пекех çурхи акара. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, майăн 24-мĕшĕ тĕлне тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене районта 6 853 га (планпа палăртнинчен 77% ) акса хăварнă (çĕнĕрен акнă лаптăка шутламасăр). Чи малта пыракан хуçалăхсем: «Приволжское» учхоз – 1029 га (86, 8%), Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз – 974 га (104, 1%), «Чурачикское» ОАО – 918 га (131, 1%), «Атлашевский» ЯХК – 834 га (100%), Куйбышев ячĕллĕ ЯХПК-колхоз – 650 га (120, 4%), Чернуха КФХ – 488 га (122%), «Прогресс» ЗАО - 400 га (100%), «Ольдеевская» АФ – 247 га (119, 3%).

Ĕмĕртен пыракан йăлапа, паллах, хресчен çуркунне ытларах тулă акать. Кĕркунне шурă кулачă çиес ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанать вăл. Майăн 24-мĕшĕ тĕлне çурхи тулă районта пурĕ 2 601 га çинче акса хăварнă. Ку тĕлĕшпе пуринчен те тăрăшуллăрах –«Приволжский» учхоз – 455 га, «Атлашевский» ЯХК – 324 га акса хăварнă, «Агарикус» ОАО – 293 га, Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз – 291 га, Куйбышев ячĕллĕ ЯХПК-колхоз – 257 га, «Чурачикское» ОАО – 250 га, Чернуха КФХ – 190 га, «Прогресс» ЗАО – 140 га.

Ытти вăрлăха мĕн чухлĕ акса хăварнă-ха? Районти уй-хирте урпа – 3 452 га, сĕлĕ – 505 га, пăрçа йышши культурăсем – 213 га, вир – 82 га акса хăварнă.

Тĕш-тырра асăннă кун тĕлне пурĕ 488 га çинче акса хăварнă. «Атлашеский ЯХК 205 га çинче куккурус акнă, «Ольдеевская» АФ – 53 га, «Чурачикское» ОАО – 230 га çинче. «Аро-Саранск», «Сингента» ООО организацисемпе пĕрле вăл кăçал вăрлăхлăх куккурус та акса хăварнă. Ку – пĕрремĕш опыт. Шупашкар районĕ малашне хирсене хăйĕн куккурус вăрлăхĕпе акма пуç­лĕ.



"Тăван ен"
25 мая 2012
00:00
Поделиться