Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Уй-хирте

Çурхи кун çулталăк тăрантать теççĕ халăхра. Çавăнпа та хальхи пĕр кун хĕллехи эрнерен хаклă пулнине асра тытса районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пикенсех тăрăшаççĕ. Кăçал çĕр пĕр тикĕс типсе пыманран ака-суха ĕçĕсем пĕр уйăха тăсăлса кайрĕç. Чылай хуçалăхра техникăна пĕр хиртен тепĕр хире пĕтĕм лаптăкĕпех сухаласа пĕтермесĕр куçарма, кайран çĕр типсе пынă май малтанхи хирсене каялла тавăрма тиврĕ.

Паянхи куна ака-суха ĕçĕсем районта вĕçленсе пыраççĕ тесен те юрать. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене палăртнин 90 процентне акнă. Çакă рай- онĕпе 9586 гектарпа танлашать. Ку енĕпе 14 хуçалăхра ĕçсене вĕçленĕ, ыттисенче вара ака малалла пырать.

Çĕр улмине 1590 гектар çинче лартнă (палăртнин 89 проценчĕ). 14 хуçалăхра лартмалли плана тултарнă, ытти хуçалăхсенче те лăпланса лармаççĕ, ырă çанталăкпа усă курса ĕçсене вĕçлеме тăрăшаççĕ.

Районĕпе 1626 гектар çинче — пĕр çул ÿсекен курăксем, 34 гектар çинче — выльăх кăшманĕ, 125 гектар çинче — сахăр кăшманĕ, 98 гектар çинче куккурус акнă.

11 хуçалăхра çум курăксене хирĕç гербицид сапаççĕ. Хальлĕхе 1825 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Уйрăмах «Слава картофелю» агрофирмăра (550 гектар) ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Районти 6 хуçалăхра çĕр улми йăранĕсене хăпартма пикеннĕ, пурĕ 161 гектар çинче çак ĕçе вĕçленĕ. Çав шутра «Дружба» ЯХПКра (60 гектар), Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕнче (40 гектар) аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.

Кăçал кĕрхи калчасем 1803 гектар çинче пĕтнĕ. Паянхи куна 1521 гектарне çĕнĕрен акса хунă.

Ака-суха ĕçĕсене вĕçлеме ĕлкĕреймен хуçалăхсене тепĕр хут аса илтерес килет: ĕçсене вăхăтра пурнăçланине нимĕн те çитмест. Эппин, çывăх кунсенчех акса-лартса пĕтерме тăрăшмалла. «Кая юлсан каю шăтать» — тенине манас марччĕ.



"Каçал Ен"
23 мая 2012
00:00
Поделиться
;