Фермерăн çĕр улми уйĕнче
Виççĕмĕш çул фермер ĕçĕпе пурăнать Вăрманхĕрри ялĕнчи Сергей Николаевич Михайлов, тырă-пулă, çĕр улми туса илет. Çĕр ĕçĕ, тÿрех калăпăр, çăмăл мар. Апла пулин те вăл çакна чунпа парăнни сисĕнет. Çавăнпа хуларан яла çемйипех куçса килнĕ вăл тата кустăрмаллă тепĕр трактор – çĕнĕ МТЗ-952 туяннă.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пуçăннă фермер. Çур аки – ан çывăр, тенĕ ваттисем, пулас тухăçшăн мĕн пур ĕçе вăхăтра туса ĕлкĕрмеллине астутарса. Малтанах пĕлтĕр çĕр улми пулнă уя çурхи тулă акса хăварнă. 54 гектар йышăннă унта асăннă культура. Вăрлăхĕ те начар мар. Çавăнпа кăшăл шăтса тухнă калча. Халĕ, кунсерен паркаланса, кĕркунне хуçине пысăк тухăçпа савăнтарма васкать. Çурхи тулăсăр пуçне, элита вăрлăхпа урпа та акнă.
Вырсарни кун вара пикенсех çĕр улми лартатчĕç. “Иккĕмĕш çăкăр” валли анине иртнĕ кĕркунне суйласа илнĕ. Вăл – унчченхи “Красное Сормово” колхоз çĕрĕ çинче, унчченхи сысна самăртмалли комплекспа çÿллĕ ÿснĕ хырсем хушшинчи уйра. Анчах юлашки çулсенче нимĕнех те туса илмен унта, çавăнпа ытларах тĕрлĕ çум курăк ашкăрнă. Çав уя ĕçлесе хатĕрленĕ те çĕр улми валли. Кĕркунне дисклă сÿрепе икĕ хутчен кăпкалатнă, сухаланă. Çуркунне вара сÿрелесе нÿрĕк хупланинчен пуçăннă, С.Михайлов каланă тăрăх, кунта пурĕ 68 гектар. Хĕрĕхĕшне çĕр улми лартаççĕ. Агрегат патĕнче пĕтĕмпех арçынсем тĕрмĕшеççĕ: Сергейĕн ашшĕ Николай Владимирович Михайлов самосвалпа вăрлăх турттарса тухнă. Вăл Удача сортлă пулнине пĕлтĕмĕр. Иккĕмĕш машини çинче – диаммофос (кăткăс удобрении), савăтсемпе – шыв, имçамсем. Сеяльщиксемпе паллашатпăр: Сергей Викторович Матросов, Анатолий Иванович Дмитриев, Захид Рафкатович Манафов, Сергей Николаевич Тимофеев. Юлашки иккĕшĕ Тăвай ялĕнчен пынă фермера пулăшма. “Ытти чухне Мускава çÿретпĕр”, – тет С.Тимофеев. Вăл Сăхăтпуç ялĕнчен иккен, унта çуралса ÿснĕ. С.Матросов, эпĕ астăвасса, ветеринарта ĕçлетчĕ, унсăр пуçне газоэлектросварщик те иккен. Вăл Вăрманхĕрри ялĕнче тĕпленнĕ, килĕнче выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усрани çинчен каласа пачĕ. “Газель” машина пурри те пулăшать. Хушăран унта-кунта ĕçлеме тухса çÿрет.
Сажалкăпа Деомид Дмитриевич Родионов механизатор ĕçлет. Вăл Комсомольски районĕнчи Киров поселокĕнчен, Николай Самарин фермер патĕнчен килнĕ Сергей Михайлова çĕр улми лартса пулăшма. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çапла, техникăпа пулăшаççĕ. С.Михайлов хăй те çĕр улми вăрлăхĕ уйăрса панă Н.Самарина.
–Çĕр улми ани тăршшĕ вăтамран 1 километр, кĕске мар, çавăнпа сажалкăна вăрлăхпа заправка туни пĕрре кайса килме кăна çитет, – теççĕ сеяльщиксем. Вĕсем икшерĕн ылмашăнса çÿреççĕ. Агрегат çине вырнаçтарнă НВУ–10 хатĕр вăрлăха лартнă чухнех имçамласа пыма май парать. Колорадо нăрринчен те пĕрлех сапса хăвараççĕ, текех вара çу каçа та аса илмеççĕ ун çинчен. Çĕр улмине ÿссе аталанма пулăшаканни те, бактериллĕ азотлă удобрени те хушаççĕ. Пурте пĕр вăхăтра пулса пырать. Кал-кал ĕçлеççĕ. Вăрлăхне те хăйсемех кайса тиесе килеççĕ. Кун каçа вăтамран 12 гектар лартнине, 6 машина вăрлăх кĕнине каларĕç. Нÿрĕк пур тăпрара. Çĕре умĕн культиваци туса çемçетсе пыраканни Эдуард Михайлович Никитин пулчĕ.
Çĕр улми лартакансем хăйсене кунне икĕ хутчен апат çитернине те хыпарларĕç. Ăна Сергейăн амăшĕ Ольга Яковлевна хатĕрлет. Ÿркенмен, ĕçчен те кăмăллă хĕрарăм вăл. Упăшкипе, Николай Владимировичпа иккĕшне, нумайранпа пĕлетĕп те, вĕсем пирки ырă каласа пĕртте йăнăшмастăп тесе шутлатăп. Сергейсĕр пуçне Наташа хĕрĕ те пур. Вăл Мускавра “Россельхозбанкра” ĕçлет.
Вырсарни кунах пулнăччĕ çĕр улми лартакансем патĕнче. “Паян лартса пĕтереймесен, тунти кун кăнтăрлаччен вĕçлетпĕр”, – терĕç вĕсем. Ÿлĕмрен вара С.Михайлов фермер çĕр улми лаптăкне татах та пысăклатса пыма ĕмĕтленет. Çав шутпах хăйĕн хуçалăхĕн çĕр лаптăкне те малалла ÿстерес шухăшлă. Ăнăçса пытăр.
"Ял ĕçченĕ"