Çеремленнĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле
ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ сухаламан 29796 гектар çĕре шута илнĕ. Ку малтанхинчен чылай сахалрах. Ăна пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртсен продукци ытларах туса илесси куç кĕрет.
Çак уйсенче çăвĕпех çум курăк ашкăрать: илепер, мăян, пиçен, хурхух, талпиçен, ут кăшкарĕ, эрĕм... Хăш-пĕр лаптăкра йывăç-тĕм çитĕнет. Ял çыннисем мунча, сурăх путекки валли милĕк хатĕрлеççĕ. Кун пек лаптăка трактор кĕртиччен техникăн хăш хатĕрĕпе усă курса çĕре пусă çаврăнăшне тавăрасси çинчен шухăшламалла.
Чи малтанах уя йывăç-тĕмрен тасатмалла, тымарне кăкламалла. Çак ĕçе тумасăр сухалаймастăн. Унта тăпра кăпкалатмалли, тырă акмалли агрегат кĕртсен ватма та пулать. Кунпа пĕрлех уя удобрени хывма палăртмалла.
Хăш агрегата суйласа илесси çум курăк çăралăхĕнчен, мĕнле тăпра пулнинчен, унăн ытти пахалăхĕнчен килет. Кăпăшка тăпраллăскере сухалама çăмăл, тăмлине кăпкалатма йывăр. Çум курăк вăйлă пусса илнине - пушшех.
Парлак лаптăка 4-5 çул вырттарсан дисклă сÿрепе е ПДН-7, ПНФ-5-26 тата БДМ дисклă плугсемпе кăпкалатмалла. Çум курăка БДМ 4х4 е Рубин-9 дискаторсемпе пĕтермелле. Темиçе çул трактор курман уй урлă пĕр хут кăна çаврăнни çителĕксĕр. Пĕрремĕшĕнче кăпкалатнипе пĕрлех тăпрана çум курăкпа хутăштарса пымалла. Çакăн хыççăнах дискаторпа иккĕмĕш хут иртмелле. Виççĕмĕшне е тăваттăмĕшне хутласси тăпра пахалăхĕнчен, курăкран килет. Ÿсен-тăран питĕ çăра тăк виççĕмĕш хут кашни хыççăн 35-45о хĕреслетсе кăпкалатма тивет.
Аяларахри сие кăпкалатсан, курăк тымарне кăкласан ĕçе тăпрана тарăнрах çемçетекен агрегата, йывăр культиватора е ытти хатĕре явăçтармалла. Çапах та вĕсем хыççăн вăрлăхран тата вĕт тымартан çум курăк шăтать. Ăна гербицидсемпе /Раундаппа, ыттипе/ пĕтермелле. Унтан тасалсанах лаптăка кĕрхи тĕш тырă акма хатĕрлемелле. Аяларах сие антаракан лапăллă КБМ-10,8 е АПШ-6 культиваторсемпе вăрлăх варăнтармалли шайран тарăнрах кăпкалатмалла. Çурла уйăхĕн виççĕмĕш е авăн уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче акма тухмалла.
Трактор темиçе хут кăпкалатсан та тăпрара юлнă çум курăк вăрлăхĕ тата туна яракан вĕт тымар пĕрремĕш çул тухса пĕтмест. Çуркунне çав лаптăкра нÿрĕк тытмалла. Çум курăка гербицидпа тĕп тумалла.
Уя йывăç-тĕмрен тасатсан ПБН-75, ПБН-100, ПБН-3-45 плугсемпе сухаламалла. Тăпрана дисклă БДТ-7У, БДТ-7УК, БД-3,5, БД-3,8 агрегатсемпе икĕ-виçĕ хут кашни хыççăн 35-45о хĕреслетсе кăпкалатмалла. Малалла çĕре тăпрана çиелтен çемçетмелли агрегатпа хатĕрлесе çитермелле.
Лаптăка йывăç-тĕм тымарĕнчен, вĕт туратран тасатнипе пĕрлех тăпран гумус тытса тăракан сийне хăйĕн вырăнĕнчех хăвармалла. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче уя бульдозер е экскаватор кĕртеççĕ, тăпра сийне пăсаççĕ. Кун пек тумалла мар, тăпра сийне сыхласа хăвармалла. Тымара çĕре ытлашши пăтратмасăр кăкламалла. Ĕçре бензопăчкăпа, турат касмалли хачăпа, ытти хатĕр-хĕтĕрпе усă курмалла.
Хĕлле ĕçе бульдозер, йывăç-тĕме касакан КД-514А, КБ-4А, Д-174В, ЭСП-4, МТП-42А механизмсене явăçтарнине ырлатăп. Хальхи вăхăтра йывăç-тĕме тымарĕпе пĕрле тăпăлтарса кăларакан агрегатсем те пур. Вĕсем тĕллеве хăвăртрах пурнăçлама май параççĕ.
Паллах, чылай хуçалăх парлак çĕре йывăç-тĕмрен тасаттарма Шупашкартан е ытти хуларан ятарлă техника чĕнтерсе илеймест. Тĕллеве вара пурнăçламаллах. Çĕр ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ тĕк - унта тыр-пул, пахча çимĕç е çĕр улми çитĕнтермеллех. Ĕçе районти техника хатĕрне явăçтармалла.