Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Элпуçсем çĕр улми лартаççĕ

Комсомольски районĕнчи «Дружба» хуçалăхра эпир пынă кун /çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче/ Сергей Козлов МТЗ-82 тракторпа сахăр кăшманĕ акатчĕ. Павел Долгов вара МТЗ-89 «хурçă учĕпе» çĕр улми лартатчĕ. Алексей Казаков «иккĕмĕш çăкăр» валли çĕр сÿрелесе хатĕрлетчĕ.

Акана ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухрăмăр. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар акрăмăр. Çав шутра тулăпа урпа 200-шер гектар. Шел, кĕрхи культурăсен /тулă/ 50 проценчĕ /150 гектар/ пĕтнĕ, - - паллаштарать хуçалăх ертÿçи Ремис Мансуров. - Çĕр улмине 100 гектара яхăн лартма палăртатпăр. «Удача», «Рамона» сортсене кăмăллатпăр. Ир пулакан «иккĕмĕш çăкăра» акан 27-мĕшĕнче 7 гектар лартрăмăр. Çĕр пахалăхне лайăхлатма рапс 50 гектар акма палăртатпăр. Нумай çул ÿсекен курăк чылай. Пĕлтĕр 100 гектар «тимофеевка» акнăччĕ. Телее, аван шăтса тухнă. Çĕре йăлтах им-çамланă. Хамăн çума - Геннадий Прохорова - ырăпа асăнас килет. Вăл йĕркеленипе пур çĕрте те ĕç аван пырать».

Çĕрле те ĕç шавĕ тăрать. Механизаторсем икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Вĕсем валли Елена Степановăпа Фарида Халитова поварсем вĕри апат хатĕрлеççĕ. Кунне икĕ хутчен. Галина Долгова, Антонина Семенова, Елена Корнилова, Алена Куропаткина тырă им-çамланă çĕрте. Хĕрарăмсен икĕ бригади çĕр улми вăрлăхне суйлать.

«Çур аки кăçал питĕ хăйне евĕр. Темиçе çул пулман хыççăн «хитре» çумăрсем çурĕç. Çĕр пăсĕ лайăх тухрĕ. Çĕр аванах пиçсе пыратчĕ, çумăр вăйлă çунăран йĕпе вырăн чылай. 4 хирте лаптăкăн-лаптăкăн шыв тăрать. Пĕр уйра 20 гектар акрăмăр та малалла каяймастпăр. 10 кунран тырă хитре шăтса тухрĕ ĕнтĕ - лерелле çаплипех кĕрейместпĕр-ха. Пуç усмастпăр. Василий Долгов, Николай Казаков, Олег Иванов, Яков Маллин, Владимирпа Сергей Сергеевсем, Анатолий Алексеев, Юрий Ильин, Фенис Тазетдинов, Константин Алексеев, Алик Васильев трактористсем питĕ хастар. Камил Феткуллин, Валерий Комиссаров, Рифкать Халитов водительсем вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтереççĕ», - савăк кăмăлне пытармарĕ Ремис Мансурович.

Чăвашсемпе тутарсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекен хуçалăхра /ахальтен мар кооператив ячĕ те «Дружба»/ ытти çул çур акине çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕçлекенччĕ. Кăçал вара çанталăк лайăх тăрсан 15-мĕшĕсене акса-лартса пĕтерме палăртаççĕ. Мĕнех, хресчене чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, лайăх кăмăл сунар.



"Хыпар"
12 мая 2012
00:00
Поделиться
;