Палăртнине пурнăçлама тăрăшаççĕ
Хресченшĕн хĕрÿ те яваплă тапхăр пуçланчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ самаях. Кăçал çурхи культурăсене 5878 гектар акма палăртнă, вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 5031. Район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Александр Башкировран
лару-тăрупа паллаштарма ыйтрăм.
- Кăçал пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Малтанах кĕрхи культурăсене маларах палăртнин çуррине кăна акса хăвартăмăр. Çанталăк чăрмав кÿчĕ. Çак сăлтава пулах хуçалăхсем кĕрхи çĕртме çителĕклĕ тăваймарĕç. Районти хуçалăхсем умĕнче халĕ пысăк тĕллевсем - çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттересси. Çĕр ĕçченĕсем хĕрÿ тапхăрăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ çур акине хĕллех тĕплĕн хатĕрленме тытăннă.
- Александр Викторович, паха вăрлăх - пысăк тухăç никĕсĕ. Вăл çителĕклĕ-и?
- Мĕн акатăн - çавă шăтать, - тенĕ. Çур акинче 1215 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальлĕхе çурхи культурăсен вăрлăхне 100 процент янтăланă. Вăл шутра 90 процент ытла кондициллĕ. Пуçаруллă ертÿçĕсем паха вăрлăх та туяннă. Сăмахран, «Коминтерн» тата Лисаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕ», «Путь Ильича». Паха вăрлăхпа ĕçлекенсен тухăçĕ те лайăх. Акă «Коминтерн» хуçалăх иртнĕ çул кашни гектартан 31,8 центнер тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Юлашки çулсенче районти ытти хуçалăх та вĕсен опычĕпе усă курса çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшать. Патшалăх та пулăшать.
- Машина-трактор паркĕсем çĕнелеççĕ-и?
- Çулсерен вĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланаççĕ. Иртнĕ çул - 5 трактор, 2 комбайн, 1 автомашина, ял хуçалăх машини 15 туяннă. Çулталăк пуçланнăранпа «Коминтерн» хуçалăх «МТЗ-82» трактор, «Ярославич» культиватор, «Рубин -4» дискатор, Лисаевăн хресчен-фермер хуçалăхĕ «МТЗ-82» 2 трактор, сеялка илнĕ.
- Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ-и?
- Ку енĕпе лару-тăру хуçалăхсенче тĕрлĕрен. Çур аки ирттерме 135,2 тонна топливо кирлĕ, хальлĕхе 80 тонна ытла кÿрсе килнĕ, вăл шутра патшалăх йÿнĕрех хакпа уйăрнă лимит – 36 тонна. Çу уйăхĕнче тата 42 тонна илсе килмелле. Хуçалăхсем ку енĕпе хастар ĕçлеççĕ.
- Усă курман çĕрсен шăпи мĕнле?
- Юлашки 3 çулта 4296 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Хальлĕхе район территорийĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсем татах пур-ха. Сăмахран: кăçал 1073 гектар сухаламалла. Кашни гектарпа тухăçлă усă курасчĕ тетпĕр. Районти начартарах хуçалăхсене ура çине тăратма инвесторсене явăçтарма тăрăшатпăр.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче лару-тăру еплерех?
- Районти хуçалăхсем выльăх шутне чакарас марччĕ теççĕ. Кăрлач уйăхĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 10925, сысна хисепĕ 3548 пуçчĕ. Кăçал вĕсен йышне ÿстерме палăртрăмăр. Мăйракаллă шултра выльăха 11034 пуçа çитерме тĕв турăмăр. Аш-какай туса илессипе «Коминтерн» хуçалăх лайăх ĕçлет. Кунта иртнĕ çул 553 тонна аш-какай туса илнĕ.
«Нива», «Свобода», «Победа» тата «Коминтерн» сăвăма ÿстерсех пыраççĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе «Свобода» колхоз малта: кăтарту 4750 килограмм. Самăртма хупнă выльăхсем вăтамран 602 грамм ÿт хушнă. Ку енĕпе «Нива», «Победа», «Коминтерн», «Авангард» ТЯО кăтартуллă вăй хуни палăрать.
Район ĕçченĕсем иртнĕ çул выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма паха апат ытлашшипех янтăларĕç. Кашни выльăх пуçне вăтамран - 35,3 центнер. «Коминтерн» тата «Нива» хуçалăхсенче куккурус лаптăкĕсене ÿстерчĕç. Юлашки çулсенче районта хурт-хăмăр ĕрчетекен нумайланчĕ. Иртнĕ çул 78 тонна пыл илнĕ.
Александр Викторович хăш-пĕр хуçалăха çитсе курма сĕнчĕ. Малтанах «Нива» ял хуçалăх пĕрлешĕвне çул тытрăмăр.
Мучикассисем яланхиллех хастар
Эпир çитнĕ чухне хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче механизаторсем техникăна тĕрĕслетчĕç, ака-суха вăхăтĕнче усă курмалли агрегатсене юсатчĕç. Техника çур акине хатĕр, механизаторсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Юлашки çулсенче парк самаях çĕнелнĕ. Трактор-машина техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ăста специалистсем вĕсене тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Валерий Черендеев, Вячеслав Триковский, Сергей Быков, Владимир Лаптев ĕçре уйрăмах хастар. Михаил Зайцев та ывăлне Алексее чăн-чăн механизатор пулма хăнăхтарнă. Тракторпа 3 çул кăна ĕçлет пулин те питĕ маттур. Вăл - республика Президенчĕн стипендиачĕ.
«Нива» ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ районта ăнăçлă аталанаканнисен шутĕнче. Тĕрĕссипе, йывăрлăхри хуçалăха ура çине тăма, малалла ăнтăлма Владимир Мурайкин председатель витĕм кÿнĕ. Вăл çак ĕçре - 2006 çултанпа. Ял хуçалăх академине пĕтернĕскер унччен те аграри секторĕнчех вăй хунă. Район ертÿçисем кăçал Владимир Ивановича «Вперед» хуçалăха та шанса панă. Нумаях пулмасть ăратлă пăрусем туяннă. Кăçал Хăмарккара ферма çуртне çĕнетме палăртнă.
«Нива» хуçалăхăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 1600 гектар. Кĕрхи культурăсене 235 гектар акса хăварнă, кĕçех вĕсене апатлантарма тытăнĕç. Хальлĕхе 55 тонна им-çам кÿрсе килнĕ.
Мучикассисем паха вăрлăх хатĕрлессине тĕп вырăна хураççĕ. Çулсерен вĕсем 20-30 тонна таран пысăк пахалăхлă вăрлăх туянаççĕ. Çавна май тухăç та япăх мар. Иртнĕ çул кашни гектартан 24 центнер тĕш-тырă илнĕ. Кăçал куккурус лаптăкне пысăклатасшăн. Çурхисене 700 гектар ытла акса хăварма палăртнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ăнăçлă аталанать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 591 пуç мăйракаллă шултра выльăх пулнă тăк, кăçал – 618. Сăвакан ĕне - 180 пуç. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 14 литр таран сĕт сăваççĕ. Кăçал Карăк Çырминчи ферма çурчĕн çи виттине улăштарасшăн.
Кăçалхи кăрлачран хуçалăхра çамрăк специалист Алексей Воронов агрономра вăй хума тытăннă. Ку тăрăхра çуралса ÿснĕскер ачаран хуçалăх ĕçне хутшăннă, юлашки çулсенче тракторпа ĕçленĕ. «Нива» хуçалăха кĕрекен ялсенчи 10 çамрăк хальхи вăхăтра ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Вĕсем производство практикине тăван хуçалăхра ирттереççĕ. Диплом илнĕ хыççăн хăш-пĕри «Нива» ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлес шухăшлă.
Анат Çĕрпÿкассисенчен вĕренмелли пурах
«Свобода» колхоз ура çинче çирĕп тăракан, ăнăçлă аталанакан хуçалăх. Валерий Бромбин ăна 1995 çултанпа ертсе пырать. Вăл - Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пĕчĕк хуçалăхри коллектив пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлет. Кунта пысăк пахалăхлă вăрлăхпа тата ăратлă выльăхпа ĕçлесси тĕп вырăнта.
- Пирĕн колхозăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 300 гектар кăна, - терĕ Валерий Федотович. - Çĕр сахаллипе эпир кÿршĕсен усă курман лаптăкĕсене тара илетпĕр. Кăçал 320 гектар акма палăртрăмăр, кĕрхисене 50 гектар акса хăварнăччĕ. Вăрлăх çителĕклĕ, пысăк пахалăхлă. Кăçал районти малта пыракан хуçалăхсен опытне тĕпе хурса 30 гектар куккурус акма йышăнтăмăр. 2011 çулта вăтамран кашни гектартан 30 центнер тĕш-тырă пухса кĕртрĕмĕр. Юлашки çулсенче техника паркне çĕнетессипе тĕллевлĕ вăй хутăмăр. Акара механизаторсем пĕр сменăпа ĕçлеççĕ. Хастар механизаторсем пурри палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Владимир Терентьев питĕ тăрăшуллă. Александр Токарев, Владимир Ксенофонтов, Виталий Филиппов та ырă ята тивĕçлĕ.
Ферма ĕçченĕсем те хастар. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Раиса Филиппова кунта 30 çул ытла вăй хурать. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 359 пуç. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 4750 литр сĕт суса илтĕмĕр. Çамрăк выльăхсем талăкра 680 грамм ÿт хушрĕç. Ĕçре уйрăмах тăрăшуллисен шутĕнче - Венера Бурина, Татьяна Тимофеева тата Альбина Сормовская.
«Свобода» колхоз ертÿçисем выльăх йышне татах ÿстерме палăртаççĕ. Кăçал 100 пуç ĕне усрамалăх çĕнĕ ферма тăвасшăн. Сĕт пăрăхĕсене çĕнетме те палăртнă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхсем çур акине тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Эппин, палăртнине пурнăçлаççех. Çакна район ертÿçисем те шанаççĕ