Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулин те...

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх,

çу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне /процентпа/

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акнă, иккĕмĕшĕ - кĕрхи çĕртме сÿреленĕ, виççĕмĕшĕ - нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă, тăваттăмĕшĕ - паха вăрлăх хатĕрленĕ, пиллĕкмĕшĕ - кĕрхи культурăсене апатлантарнă.

Кăçал çуркунне юларах килчĕ пулин те ака уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕ типĕ те хĕвеллĕ тăни хресчене уй-хире вăхăтра тухма май пачĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пур район та акма тытăннă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 19232 гектар /палăртнин 10 процентне/ çинче акнă /пĕлтĕр çак вăхăтра - 8606 гектар е 5,3%/.

Ĕçе Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Канаш, Комсомольски районĕсенче лайăх йĕркеленĕ. Улатăрсемпе Çĕмĕрлесем юлса пыраççĕ, пĕрисем - 96, теприсем 10 гектар çинче çеç тырă акнă.

Техника çине тăрсах çĕр хатĕрлет. Республикăра 50816 гектар /37,9%/ кĕрхи çĕртме сÿреленĕ, 2011 çулхи çак тапхăрта - 28820 гектар е 18,2%* 30248 гектар культиваци тунă, 2011 çулта - 13163 гектар.

Кăтартусем пур енĕпе те пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар.

Çу уйăхĕ сулхăн та йĕпе-сапаллă пуçланчĕ. Çавна май çур аки тăсăлма пултарать.

Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» ООО ертÿçипе Леонид Евдокимовпа телефонпа çыхăнтăмăр. «Уяр çанталăкпа кашни сехетне вăрласа илнĕ пек усă куратпăр, - тет Леонид Витальевич. - Сивĕ те сулхăн çанталăкра тăпра час типшĕрмест».

Тăватă районта çĕр улми лартма тытăннă.



"Хыпар"
04 мая 2012
00:00
Поделиться
;