Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хресченшĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Улатăр, Вăрнар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче тата ытти тăрăхра кĕрхи культурăсемпе  нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ. Вăрнар районĕнчи  «Мураты» ЯХПКра çак ĕçе икĕ кунра вĕçленĕ.

Аса илтерни ытлашши мар: 2008 çулта çурхи уй-хир ĕçĕсене ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчех пуçăннă. 2009 çулта - асăннă уйăхăн 15-мĕшĕнче, 2010 çулта - 14-мĕшĕнче, пĕлтĕр - 15-мĕшĕнче, кăçал - 17-мĕшĕнче.

Республикăри 4 районта тырă акма тытăннă. Ĕнерхи кун тĕлне Патăрьелсем - 133, Шăмăршăсем - 120, Пăрачкавсем - 57, Вăрмарсем 20 гектар.

Иртнĕ шăмат кун ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Канаш районĕнче çурхи ĕçсем епле пынипе паллашнă. Сергей Владимирович Киров ячĕллĕ ЯХПК уй-хирне çул тытнă. Çав кун тĕлне кооператив нумай çул ÿсекен курăксен 800 гектар йышăнакан лаптăкĕн 150 гектарне апатлантарма ĕлкĕрнĕ.

Районта «Канаш», «Восход», «Пинер» тулли мар яваплă обществăсем те курăксен уйĕсене сÿрелеççĕ тата пĕрчĕллĕ удобренипе апатлантараççĕ. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем курăксен лаптăкне 390 гектар сÿреленĕ, 95 тонна вăрлăх им-çамланă.

Ака ĕçĕнче Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсем малта. Улатăрсем кĕрхи культурăсене 182 гектар сÿреленĕ, Вăрнарсемпе Шăмăршăсем кĕрхисене 686 /12,1%/ тата 650 гектар /20,7%/ апатлантарнă, Елчĕксемпе Комсомольскисем нумай çул ÿсекен курăксене 1629 /20,4%/ тата 858 гектар /12,6%/ сÿреленĕ.

Тăхăр район нÿрĕк тытать. Шăмăршăсемпе Патăрьелсен кăтартăвĕ ыттисенчен пысăкрах: 460 /11,5%/ тата 425 /3,6%/ гектар.

Республикăра 41636 тонна /83,3%/ паха вăрлăх хатĕрленĕ.



"Хыпар"
24 апреля 2012
00:00
Поделиться
;