Юбилей кредичĕ
Республикăра пурăнакансем «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕнчен 2006 çултанпа 6,5 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ. Пысăк пайĕпе /4,8 млрд тенкĕ/ ял çыннисем хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма усă курнă.
Филиал директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх пĕчĕк бизнес уçнисем вăй илсе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен йышне кĕнĕ.
Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Сергей Ишмуратов зоотехникăн уяв: вăл кивçен укçа илнипе банк республика çыннисене паракан кредит калăпăшĕ 3 млрд тенкĕпе танлашнă.
Ăна çак ятпа банк филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская 120 килограмм таякан 3 уйăхри пăру парнелерĕ, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерме сĕнчĕ.
Виçĕ миллиардлă заемщика çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç.
Сергей Ишмуратов хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. Килĕ-çурчĕ тĕреклĕ, теплица пур. Таврара юр выртать, кунта вара симĕс сухан ешерет. Вăл - хурт-хăмăр ăсти те. Кредитпа шăпах çĕнĕ вĕллесем туянасшăн.
Çамрăк специалист Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ, хăйĕн пурнăçне хушма хуçалăхпа çыхăнтарас тĕллевпе тăван ялне таврăннă.
«Çĕре хисеплеме, тăрăшса вăй хума мана аттепе анне вĕрентнĕ. Ĕçлеме ÿркенмесен халĕ ялта хуларинчен лайăхрах та», - тет Сергей. Патшалăх пĕчĕк процентпа кивçен укçа парса пулăшнипе вăл кăмăллă.