Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Пирĕн çимĕç таса та пахарах

Çĕрпÿ районĕнчи «ВДС» ООО - республикăри инноваци çулĕ çине тăнă хуçалăхсенчен пĕри. Леонид Евдокимов ертсе пынипе çĕр ĕçĕ те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те курăмлă аталанать.

Çитĕнÿсем куç умĕнчех. 2010 çулта ял хуçалăх техникине хĕл каçарма хатĕрлессипе смотр-конкурсра вăл Чăваш Енре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, техника енĕпе яваплă специалистсем çав çул кĕркунне малта пыракан опытпа паллашма тулли мар яваплă обществăна пухăннă.

«ВДС» пĕлтĕр Раççейри агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансен XIII «Ылтăн кĕркунне» куравне хутшăннă. «Ял тăрăхĕсене лайăх аталантарас сферăри пысăк кăтартусемшĕн» конкурсăн «АПК субъекчĕсен социаллă пысăк яваплăхĕ» номинацийĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

- Леонид Витальевич, сирĕн патăрта эпĕ пĕлтĕр çуркунне пулнăччĕ, унтанпа мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç?

- Тĕрĕссипе, тĕлĕнтермелли нимех те çук. Палăртнă тĕллеве пурнăçлассишĕн пусăмласа вăй хуратпăр. Çавă çеç. Малтанхи вăхăтра тыр-пул туса илессипе çивĕч кĕрешрĕмĕр: лаптăксене хушăнтартăмăр, çирĕп тухăç илекен пултăмăр.

Виçĕм çул - сысна, пĕлтĕр мăйракаллă шултра выльăх отраслĕсене аталантарассишĕн вăй хутăмăр. Хăвăрах пĕлетĕр: нимĕн те хăвăрт пулмасть. Сĕт сахал паракан ĕнесен вырăнне ăратлисене туянтăмăр, кĕтĕве пысăклатрăмăр. Çавна май сĕт сăвасси ÿсрĕ. Фермăсене тĕпрен юсарăмăр. 200 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ корпус хута ятăмăр. Тĕп çитĕнÿ 2011 çулта çавă пулчĕ. Ăна тума тытăниччен ытти региона çитсе килтĕмĕр, Интернет пулăшнипе ют çĕр-шывсен опычĕпе паллашрăмăр.

Лайăх хатĕрленĕ ай сарăм çинче вырттарса тăрсах выльăха сивĕ çĕрте усрасси - пирĕншĕн çĕнĕлĕх. Тутарстанра вара анлă сарăлнă. Çакă ÿт хушаслăха япăх витĕм кÿмест.

Паянхи кун 800 яхăн сысна, мăйракаллă шултра выльăх 250 пуç /çав шутра сăваканни - 95/ усратпăр. Йыша кăçал татах хушăнтарасшăн. Сĕт сутса кашни кун чĕрĕ укçа кĕрет. Хакĕ çеç пăшăрхантарать.

- Общество çур акине хатĕр-и?

- Шантарсах калатăп: хире тухиччен хатĕр пулĕ. Патшалăхран кивçен илнĕ укçапа мĕн кирлине çак кунсенче йăлтах туянатпăр. Кăçал 400 гектар - çурхи тулă, çавăн чухлех - урпа, пĕр çул ÿсекен курăксем 100 гектар акмалла. Нумай çул çитĕнекеннисем 274 гектар йышăнаççĕ. Тĕллев - утă, сенаж çителĕклĕ хатĕрлесси.

- Леонид Витальевич, çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни сире епле витĕм кÿрĕ?

- Пире çеç мар, пĕтĕм ял хуçалăхне витĕм кÿресси никама та иккĕлентермест. Йывăрлăх малтанлăха пулатех. Эпир туса илекен продукцин хăй хаклăхĕ пысăк, тавар çавăнпа хаклă. Европăран, ытти континентран килекен пахча çимĕç йÿнĕрех. Конкуренци пулатех. Хамăрăнне сутма, вырнаçтарма йывăрланĕ. Çавăнпа халăха пирĕн çимĕç экологи енчен таса та пахарах пулнине ĕнентерме тăрăшмалла. Çакăншăн кĕрешмелле те.

Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни хамăртан çирĕпрех ыйтма хистет. Рынокра ют çĕр-шыв таварĕпе тупăшăва кĕрес тесен пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Эпир акă сысна какайĕ туса илетпĕр. Хамăр патăмăрта çитĕнтернĕ тырă /фураж/, ытти паха апат çеç çитернĕрен какай экологи енчен таса. Апла пулсан мĕншĕн-ха çичĕ тинĕс леш енчен килекен аш-какая е ытти çимĕçе туянмалла?



"Хыпар"
10 апреля 2012
00:00
Поделиться