Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чире вăхăтра палăртмалла

Ветеринарсем фермăри выльăха кăна мар, ял çыннисенне те чир-чĕ­ртен сиплеççĕ. Çак ĕç мĕнлерех пулса пырать-ха? Чăваш Республикин ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Геннадий Яковлев хуравлать.

- Ĕнене ытларах вар-хырăм чирĕ аптратать: е йĕпе пырне апат лартнăран, е кÿпĕннĕрен. Тепĕр чухне çилли шыçнăран канăçсăрланать, - терĕ Геннадий Александрович. - Кун пек тĕслĕх кашни районтах чылай. Пирĕн станцисене пынисене çийĕнчех пулăшу паратпăр. Ĕнене çитермелли-пăхмалли йĕркене çирĕп тытмалла. Шултра çĕр улмине, кăшмана йĕпе пырне ан ларттăр тесен турамалла. Ан кÿпĕнтĕр. Уя кăлариччен хытă апат çитермелле, пăрака е салат пăттин хутăшне ытлашши памалла мар. Çилли шыçасран асăрханмалла: куллен типĕ улăм, е пăчкă кĕрпи сармалла, витене, сарайне уçăлтармалла.

- Сурăха мĕн мур йăвашлатать?

- Килти выльăха, çав шутра ăна та, хĕн кăтартаканнисем вар-хырăмра, ÿпкепе типĕ пырта, амалăхра, шалти япаласен ылмашăвĕнче аталанаççĕ. Е урисене сусăрлатаççĕ, е наркăмăшлă апат çисе шар кураççĕ. Пирĕн специалистсем пăхаканнисенчен ытларахăшĕ - çамрăк сурăх. Вĕсен час-часах чĕлхе-çăвар ÿчĕ тăртанать, йĕпе пыра çĕр улми е кăшман лартать. Хырăмĕ кÿпĕнет, апат çулĕ питĕрĕнет, шалти япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, Д витамин çитменрен шăмă чирĕ пуçланать.

Сурăха чире яракан тĕп сăлтавсенчен пĕри - чухăн рацион. Ăна вĕри, питĕ сивĕ, йĕплĕ, кăвакарнă апат çитерме юрамасть. Çĕр улмипе кăшмана вĕтетсе памалла. Симĕс клевер, викăпа сĕлĕ хутăшĕн лаптăкĕ çинче ытлашши çÿретмелле мар. Купăста çулçине нумай çини те сиенлĕ. Минерал çитмесен путексем пĕр-пĕ­­рин çăмне чăмлаççĕ. Вара апат çулĕ питĕрĕнет, вилме пултараççĕ. Организмра кальци тата фосфор çителĕ­­ксĕртен шăм-шак кукăрăлать, çитĕ­ннĕ сурăхăн шăмă чирĕ пуçланать. Профилактика çак чирпе те ăнăçлă кĕрешме пулăшать.

Сурăха тăрантмалли, шăвармалли, тасалăхра тытмалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

- Сысна чирĕ хăш енчен хăрушă?

- Лайăх пăхса çитĕнтерес тесен ăна çийĕнчех палăртмалла, выльăха сиплев курсĕ витĕр кăлармалла. Хăвăрт апатланаççĕ-и е вăрах-и? Мĕн панине пурне те çисе яраççĕ-и? Хăйсене мĕнлерех тытаççĕ, тикĕс сывлаççĕ-и? Куçран, сăмсаран, çăвартан пÿр юхмасть-и? Ÿчĕ, урисем çинче шыçă çук-и? Каяшĕпе шăкĕ улшăнман-и? Çак тата ытти ыйту хуравне тупса сиплев курсне палăртма вырăнти ветеринара чĕнтермелле.

Сысна йăмшакланнин сăлтавĕ питĕ тĕрлĕ. Вăл е ку чир ырă мар уйрăм япаларан та, вĕсен пĕрлехи витĕмĕнчен те вăй илет: сăмахран, выльăха çитермелли, пăхмалли йĕркене пăхăнмасан - рационра паха апат çителĕклĕ пулмасан, ытлашши çитерсен, пахалăхне çухатнипе тăрантсан, сивĕ е пăчă витере тытсан, урисене хуçнăран, сусăрлатнăран. Çавăн пекех - апатпа е шывпа пĕрле организма тĕрлĕ микробпа вирус, сăвăс, шĕвĕрĕлчен, ытти хурт-кăпшанкă çăмарти лекнĕрен.

Пĕр-пĕринчен ерменнисенчен варпа пыршă, чĕкĕре, ÿпкепе сывлăш çулĕн, шалти япаласен ылмашăвĕн /рахит, А-авитаминоз, юн çителĕ­ксĕ­­рлĕхĕ/ чирĕсене палăртмалла. Вĕсен сăлтавĕсене тĕпчесе сиплев курсĕ ирттеретпĕр. Тулăх апатпа тăрантарма сĕнетпĕр. Витере типĕ пулмалла. Сывлăш нÿрĕлĕхне пĕчĕклетме вентилятор вырнаçтармалла. Рационра йÿçĕхнĕ сĕте, урпа тата сĕлĕ çăнăхĕнчен пĕçернĕ пăтта, курăк çăнăхне, кишĕре, ытти паха апата кĕртмелле. Куллен пĕр вăхăтра çитермелле, рацион пуян пулмалла. Унта минерал ытларах тытса тăраканнине те кĕртмелле. Апата малтан вĕтетмелле, пĕçермелле, хутăштармалла. Кăвакарнине, хĕрхÿллине, темиçе кун лартса йÿçĕхтерсе янине памалла мар. Апатланмалли валашкана тăтăшах вĕри шывпа çумалла.

- Чăх-чĕп вилни çинчен час-часах илтетпĕр. Сăлтавĕ мĕнре?

- Çапла. Вар-хырăм, ытти чир-чĕ­­ре пула ытларах çăмарта тăвакан чăхсем, чĕпсем çухату тÿсеççĕ. Апат пĕсехере тулса тăнăран, вар-хырăм канăçсăрлантарнăран чăх-чĕп аптранине пирĕн ветеринарсем лайăх пĕлеççĕ. Хăш-пĕр чухне килти хуçалăхра урпапа сĕлĕ çăнăхĕнчен паха апат хатĕрлеймеççĕ, çавна пула чĕпсен вар-хырăмĕ пăсăлать. Сăсăллă апатпа нумай хушă тăрантарсан та вар хăвăрт пушанса ĕлкĕреймест, кунтан та ытларах - тулса тăрать. Ку пĕвере, вара, пырша е пÿрене чирлеттерет.

Профилактика тĕллевĕсене пурнăçласа уйăхченхи чăх тата кăркка чĕпписене пĕрчĕ хуппинчен тата хылчăкран уйăрнă тырра вĕтетсе, çемĕçтерсе тăрантармалла. Хуппи рационра 4-5% ытла пулмалла мар. Графикпе килĕшÿллĕн çитермелле. Вăхăтра апатлантармасан çÿп-çапа сăхма пуçлаççĕ.

Шалти япаласен ылмашăвĕ пăсăлнăран, рационра А тата Е витаминсем, вĕт чул çитменрен вар чирĕ - кутикулит - аталанать. Хырăмне шал енчен сиен тăвать. Çак чире хирĕç ăнăçлă кĕрешес тесен чăх-чĕпе паха апат çитермелле. Организмра А, В тата Д витаминсем çитмесен ытти чир те вăй илет. Сăмахран, куç харшипе шăрçи шыçать, чăх-чĕп çутăран хăрать, куçран пÿр юхать, пуçне пĕрмай хыçалалла ывăтать, урине шăнăр туртать тата вылятать.

Витамин çитмен пирки чĕпсем анемирен те шар кураççĕ. Чĕрнисем ÿссе каяççĕ, утайми пулаççĕ. Д витамин сахалран рахит муритлет. Ун пеккин çунатти тăлпаланать, кăкăр шăмми чалăшать. Начар çиет, япăх çитĕнет.

Организмра тĕрлĕ витамин çителĕ­­клĕ пулмалла. Çавăнпа симĕс курăк, пахча çимĕç, витамин тытса тăракан ытти хутăш çитермелле.

- Уртаракан чир пирки мĕн калатăр?

- Унпа ытларах тискер чĕр чун хĕн курать. Сыхланмасан выльăха та, этеме те ерет. Ăна саракан тĕп чĕр чун - тилĕ. Пурăш, енот, енот евĕрлĕ йытă ертме пултараççĕ. Вăл çуркунне, тилĕ ами чупнă вăхăтра, кĕркунне, çурисем çемьерен уйрăлнă тапхăрта, сарăлать.

2009 çулта çавнашкал 42 тĕслĕх палăртрăмăр. Çав шутра тилĕпе çыхăнни - 24, мăйракаллă шултра выльăхпа - 9, сурăхпа - 1, йытăпа тата кушакпа - 4-шар. 2010 çулта - 34: тилĕпе - 28, мăйракаллă шултра выльăхпа - 3, йытăпа - 2, кушакпа - 1. 2011 çулта - 15: тилĕпе - 5, мăйракаллă шултра выльăхпа - 1, сурăхпа - 4, йытăпа - 1, кушакпа - 4. Ветеринари тата сунар хуçалăхĕн службисем уртаракан чире хирĕçле ĕç пурнăçланăран кăçалхи виçĕ уйăхра пĕр тĕслĕх те палăртман.

Сунарçăсен служби тилĕ шутне çуллен пĕр шайра тытса тăрать. Кăçал 100 тилĕ тата 14 кашкăр тытнă. 2011 çулхи раштав уйăхĕнче çак чĕр чун пурăнакан вырăна уртаракан чире хирĕç профилактика тумалли 25 пин доза вакцина хурса тухнă. 2008 çултанпа мăйракаллă шултра 111454 выльăха, 2114 сурăха, 831 лашана вакцинациленĕ. Уртаракан чире хирĕç пыракан ĕçе кăçал малалла тăсатпăр.



"Хыпар"
07 апреля 2012
00:00
Поделиться