Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тухăç никĕсĕ кĕркунне хывăнать

Водительсем, Çĕрпÿрен Хусан еннелле каякансем Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕ çумĕпе иртекен трасса çывăхĕнчи «Шанчăк» кафене асăрханах ĕнтĕ. Кунта çул хĕрринчи ытти апатланмăшран йÿнĕрех хатĕрлеççĕ. Поварсем тарават, ăш пиллĕ. Ассортимент пуян. Менюра симĕс сухан сапнă тĕрлĕ салат, ашран хатĕрленĕ çимĕç яланах пур. Инçете кайма тухнисене çĕр каçма хăна килĕ, автомашина лартма ятарлă парк хатĕрленĕ. Кафере çуралнă кун, туй, юбилей, ытти уяв ирттерме меллĕ.

Апат хакне малашне те çынсен кăмăлне каймалла тытса тăрас, вĕсем çакна асăрхаччăр, хăнăхчăр тесе «Шанчăк» ертÿçи Надежда Петрова кафене вырăнти паха аш-какайпа, экологи енчен таса пахча çимĕçпе тивĕçтерме тĕллев тытнă. Çавăнпа «Владина-агро» ООО йĕркеленĕ. Вăл сыснасене хăй çитĕнтернĕ тыр-пулпа самăртать.

Надежда Никоновна çивĕч, çаврăнăçуллă та канăçсăр чун-чĕреллĕ çын. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Кафесĕр пуçне общество тилхепине те çирĕп тытать.

-Производствăра йывăрлăхсемсĕр мар паллах. Ыйтусене вăхăтра татса парасчĕ тесе ир те каç шухăшлатăп. Пысăк опытлă, шанчăклă специалистсем юнашар чухне хуçалăха ертсе пыма ансатрах. Хăйсен тивĕçне пĕтĕм яваплăха туйса чыслă пурнăçланăшăн савăнатăп çеç, - тет Н.Петрова.

Кăçалхи тухăç никĕсне ООО кĕркуннех хывма тытăннă. Тыр-пула типĕре пухса кĕртнĕ. Пĕр пайне сăвăрса тасатнă, кондицие лартнă. «Çанталăк Çĕнĕ çул иртсен те икĕ эрне ăшă тăчĕ, паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлеме май пачĕ», - терĕ тулли мар яваплă общество директорĕ.

Механизаторсем иртнĕ çул йĕпе-сапана пăхмасăр тăрăшнă, пĕтĕмпе 400 гектара яхăн кĕрхисем акнă, çĕртме те тунă.

Хăш-пĕр хуçалăхра тракторсене юлнă лаптăксене сухалама çуркунне кăларма шухăшлаççĕ, анчах çур аки тапхăрĕ ытла та кĕске. Çĕре çемçетме те, акма та ĕлкĕрĕç-ши? Надежда Никоновна кунта та йывăрлăхран тухма ăс çитернĕ - унашкал анасенче хура пусă тытĕ. Çĕр те этем пекех ывăнать, ăна кантармаллах тет. Çу кунĕсенче трактористсен çум курăкпа кĕрешме, тăпра тытăмне лайăхлатма вăхăт çителĕклех. Кĕрхисем валли çĕр хатĕр пулĕ.

Ку хуçалăхра çум курăка пуç çĕклеме памаççĕ. Çакна пĕлтĕр ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунта пулса курнă хыççăн çирĕп ĕненчĕ. Тыр-пул пуссин тасалăхĕ савăнтарчĕ ăна.

- Пирĕн енче çĕр хытă. Çавăнпа кĕркунне сухалани пĕлтерĕшлĕ. Çĕртме тунă лаптăксенче тухăç пысăкрах, - палăртать Надежда Петрова.

Вăл çывăх кунсенчех хире тухма мĕн кирлине йăлтах хатĕрлесе çитерессе пĕлтерчĕ. Çапла пулмасăр? Ăна пĕчĕклех ашшĕпе амăшĕ Никон Ивановичпа Зоя Захаровна Мартыновсем хушнă ĕçе çийĕнчех тата тĕплĕ тума хăнăхтарнă. Çавăнпа палăртни вăхăтра пурнăçланать те.

Техникăна та кĕркуннех юсаса ангара лартнă. Механизаторсем енчен те ыйту татăлнă.

- Хальлĕхе аптрамастпăр-ха. Малашне кадр ыйтăвĕ çивĕчленессе туятăп. Ашшĕ-амăшĕ ачисене ялта пурăнма хатĕрлемест. «Кунта пурнăç йывăр, хамăр тертленни те çитет. Хулара тĕпленме тăрăшăр», - тет. Çĕре хисеплеме-юратма вĕрентес ĕçре шкул та айккинче. Пирĕн вăхăтра сенĕк-кĕрепле алăран кайман, - пăшăрханать ООО ертÿçи. - Ача-пăча халĕ унăн тĕлне пĕлмест те. Тепĕр 10-15 çултан ял хуçалăхĕнче кам вăй хурĕ? Çакă хытах шухăшлаттарать. Обществăра ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ - 40-50 çул. Çынсем ватăлаççĕ. Вăй-халĕ те чаксах пырать.

Ку - малашлăх пирки шухăшлани, хыпăнни. Кăçаллăха йĕркеллех-ха. Вăхăтра тата аван тÿленĕрен шалупа пурте кăмăллă. Çурхи-кĕрхи ĕç çире уйрăмах механизаторсем самаях илеççĕ. Мускав вĕсене тахçанах илĕртме пăрахнă. Çывăх вăхăтра калăпăшлă ĕçсен сезонĕ уçăласса, çур аки пуçланасса тÿсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ, хĕл каçипе тăван уй-хиршĕн тунсăхласа çитнĕ мар-и?



"Хыпар"
03 апреля 2012
00:00
Поделиться
;