Хресченĕн ыйхи кĕскелчĕ
Çур акине çулленхи пекех вăхăтра та тĕплĕн хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерес ыйтупа Шупашкар районĕнчи «Приволжское» хуçалăхра семинар-канашлу пулчĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем, район администрацийĕсен пуçлăхĕсен АПК енĕпе ĕçлекен çумĕсем, малта пыракан ял хуçалăх организацийĕн ертÿçисем, техникăпа, паха вăрлăхпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хатĕрпе тивĕçтерекенсем, ытти учреждени представителĕсем пухăнчĕç.
Малтанах вырăнти предприяти ертÿçи Георгий Егоров кăçал ял хуçалăх культурисем туса илме хатĕрленĕ ресурс перекетлекен техникăпа паллаштарчĕ.
Семинар-канашлăва уçнă май ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли япала, ытти те хатĕрлес енĕпе лару-тăру пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен лайăхрах пынине пĕлтерчĕ.
Хĕрÿ тапхăра тĕллевлĕн ирттерме ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене 1,5 млрд тенкĕ кирлĕ. Çурри пур ĕнтĕ - 750 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ /пĕлтĕрхинчен 2% ытларах/.
Тăпрана 20 пин тонна минерал удобренийĕ хывмалла, хальлĕхе 9 пин ытла тонна хатĕрленĕ /пĕлтĕрхинчен 500 тонна нумайрах/. Ку енĕпе Шăмăршă тата Çĕмĕрле районĕсем юлса пыраççĕ - плана 8,2 тата 9% çеç тултарнă.
Гидрометеорологи специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çуркунне 7-10 кун юлса килет.
- Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар, - терĕ Сергей Владимирович. - Хресченĕн ыйхи кĕскелчĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтпа унăн туллинрех усă курмалла, çур акине тĕплĕнрех хатĕрленмелле.
Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Владимир Мустаев тăван енĕн паянхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Тĕп доклада ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров турĕ.
Кăçал ял хуçалăх культурисем 581 пин га - 2011 çулхинчен 3,75 пин га ытларах - йышăнĕç. Кĕр тыррисене 81,6 пин га акнă /2011 çулхинчен 35,9 пин га сахалрах/.
319,4 пин га çинче /2011 çулхин 107,4%/ çур аки ирттермелле. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 195,9 пин га /2011 çулхинчен 14,6 пин га ытларах/ акмалла. Куккуруспа рапс лаптăкĕсем те хушăнĕç: 8,2 пин га /103,4%/ тата 1,6 пин га /108,3%/.
Çур аки ирттерме 8200 тонна дизтопливо, 1800 тонна бензин кирлĕ. Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне топливо 34,5% хатĕрленĕ. Кăçал Чăваш Енри хресченсене унпа «Лукойл» тата «Сургутнефтегаз» обществăсем тивĕçтереççĕ.
Йÿнетнĕ хакпа уйăракан дизтопливăна пĕр-пĕр район ака /е çу/ уйăхĕн 20-мĕшĕччен илсе тухмасан ЧР Ял хуçалăх министерствин ăна ыттисен хушшинче валеçме ирĕк пур. Мĕншĕн тесен дизтопливăна çав уйăхшăн АУОсенче хăварма юрамасть. Унсăрăн лимита чакараççĕ.
Семинар-канашлура республикăри техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов, «Агро-Инновацисем» ХУП консультанчĕ Владимир Мутиков профессор, «Чăваш Республикинчи гидрометеорологипе йĕри-тавралăх мониторингĕн центрĕ» учреждени пуçлăхĕ Сергей Максимов, ыттисем тухса калаçрĕç.