Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ырă улшăнусем - куç умĕнчех

Вăрмар районĕнче пĕлтĕр ял хуçалăх продукцийĕн производстви 190 процентпа танлашнă. 37 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç те виçĕм çулхинчен нумайрах туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх, сысна, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк шутне ÿстернĕ. Социаллă пурнăçра та ырă улшăну чылай. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин НИКИТИН паллаштарать.

- Калаçăва çакăнтан пуçлар-ха. Ялта ĕç вырăнĕ çитмест. Çынсен юта çÿреме тивет. Пĕр-пĕр производство йĕркелеме май çук-и?

- 2007-2011 çулсенче «Аван-Полимер», «Вăрмарти механика завочĕ», «АЛТЭЦЦА», «Май», «Вăрмарти çĕвĕ фабрики», «ОВАС-спорт», «Светлана», «Нефть-Трэвел», «Хуран хатĕрлекен Т.А.Григорьева ячĕллĕ завод», «Н.И.Григорьев хуранĕсем» обществăсем тавар туса кăларма тытăнчĕç. Энĕшпуçра АЗС уçăлчĕ, - терĕ Константин Владимирович. - «Арабоси» агрофирма 500 ĕне усрамалли вите, 1000 сысна валли икĕ ангар, В.А.Иванов фермер хуçалăхĕ 500 сысна çитĕнтермелли ангар, «Вăтам Энĕш» общество 100 вырăнлăх пăру вити, В.Н.Крылов фермер хуçалăхĕ 1000 сысна ĕрчетмелли ферма, Вăрмарти ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики 100 ĕне вырнаçмалăх вите хута ячĕç. «Арабоси» сысна фермине, «Вăтам Энĕш» 200 ĕне усрамалли витене, фабрика кăркка корпусне тĕпрен юсарĕç. Паллах, çак объектсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ.

- Çывăх вăхăтра мĕнле инвестици проекчĕсене пурнăçлатăр?

- «Вăтам Энĕш» 200 ĕне валли вите тата биогаз агрегатне ĕçе кĕртесшĕн, витене модернизацилесшĕн. В.А.Иванов фермер 100 ĕне вырнаçмалли вите, Г.Н.Ямуков фермер тырă тата çĕр улми склачĕсем, С.В.Рамзайцев предприниматель сĕт-çу завочĕпе çемье фермисем тăвасшăн. «Агро-Чаки» общество выльăх апачĕ хатĕрлекен производство йĕркелесшĕн, «Нюша» общество сысна фермине çĕнетесшĕн. Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртсен ĕç вырăнĕ татах хушăнĕ.

- Шел те, республикăра хытă сийлĕ çул çитмен ялсем пур-ха. Сирĕн районта мĕнле?

- Унпа мĕн пур 51 яла çыхăнтарнă. 2006-2011 çулсенче 29,84 çухрăм хута янă. Социаллă ытти ыйтăва татса парас тĕлĕшпе те çине тăрсах ĕçлетпĕр. Сăмахран, Пысăк Енккассинче 5,1 çухрăм шыв пăрăхĕ хывнă. Кĕлкешри, Энтриялти, Шăхальти, Тикашри, Урнарти шкулсене газпа хутса ăшăтма тытăннă. Вăрмар хула тăрăхĕнчи, Арапуç, Чулкаç, Чупай, Аслă Чак ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсене юсанă. Тикаш, Кĕтеснер, Аслă Чак ял тăрăхĕсенчине газ кĕртнĕ. 21 вулавăша, Вăрмар хула тата Арапуç ял тăрăхĕсенчи 2 культура çуртне модернизациленĕ. 2012-2014 çулсенче Чулкаç, Чупай, Аслă Чак ял тăрăхĕсенчине те лайăхлатасшăн. Республика Пуçлăхĕн ял тăрăхĕсенчи пурăнмалли çуртсене пĕр вырăнарах тата комплекслă тăвасси çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн Чулкаç, Кĕтеснер, Чупай, Аслă Чак ял тăрăхĕсенчи культура çуртне, шкула, фельдшер-акушер пунктне тĕпрен юсанă. Кавалта, Пысăк Енккассинче, Энĕшпуçра, Вăрмарта, Арапуçра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçнă. Вăрмарти Ленин, Тăнăçлăх, Çамрăксен урамĕсенчи çула çĕнетнĕ, Свердлов, Совет, Крупская, Октябрь урамĕсенчине тĕлĕ-тĕлĕпе юсанă.

- Çынсен пурăнмалли вырăнне лайăхлатма пулăшнă-и?

- Федераципе республика программисемпе килĕшÿллĕн 2006-2011 çулсенче 167 çамрăк çемьене тата çамрăк специалиста пурăнмалли çурт тума е хваттер илме укçа панă. Çирĕм виçĕ тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачана социаллă найм йĕркипе пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшнă. Шăплатри, Энĕшпуçри, Çиçтĕпери, Аслă Чакри, Шутнерпуçри, Энтриялти, Кавалти 5 е ытларах ача çитĕнтерекен 7 çемьене çурт-йĕр çавăрма хыснаран укçа уйăрнă.

- Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, инваличĕсене, салтак арăмĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле?

- 2010-2011 çулсенче 135-шĕн ыйтăвне татса пама свидетельство валеçрĕмĕр. Тĕслĕхрен, Арапуçри Валентина Теплова, ытти ветеран валли уйрăм çурт тутартăмăр.

Çакна хушас килет. Нумай хваттерлĕ 45 çурта тĕпрен юсаттартăмăр. Шыв пăрăхĕсене улăштарнă, котельнăйсене çĕнетнĕ. Чупайри, Çĕнĕ Мăнтăрти, Паттири çĕнĕ урамсене çутă кĕртнĕ.

- Юлашки çулсенче çĕкленĕ хăш çурт-йĕршĕн чун савăнать?

- Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексĕшĕн, чукун çул вокзалĕшĕн, Пысăк Енккассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкул çурчĕшĕн, районти тавра пĕлÿ музейĕшĕн...

- Çитес çулсенче тата ăçта тăвасшăн?

- Пинерте. 160 ача вĕренмелли шкул. Кĕмĕл республика тата район хыснисенчен уйăрасшăн. Çакна уйрăммăн палăртмалла: 2009-2011 çулсенче пурăнмалли çурт тăвасси вăйланчĕ.

- Вырăнти предприяти-организацирен район хыснине тупăш миçе тенкĕ пырса кĕрет?

- Пĕлтĕр 63 миллион пулнă. 2007 çултан пуçласа хушăнсах пынă. Çав çулсенче районта туса кăларнă продукцие сутас, тĕрлĕ ĕç пурнăçлас тата çынсене пулăшас енĕпе те кăтарту лайăхланнă.

- Предпринимательсем тĕп хăватсене инвестици хывасшăн-и?

- «Светлана» общество çĕвĕ производствине сарасшăн, Вăрмарти çĕвĕ фабрики оборудование улăштарасшăн тата цеха тĕпрен юсасшăн, Ю.Иванов, Л.Дмитриев, В.Мишин бизнесменсем лавкка уçасшăн, «ДОКросс» общество еврочÿрече хатĕрлеме пуçласшăн /ку производствăра 30 ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн/.

- Мĕнех, лайăххи самаях. Умра - çур аки. Ăна мĕнле хатĕрленетĕр?

- Пуш уйăхĕ вĕçлениччен Чулхула облаçĕнчи Сергачран 40 тонна йÿнетнĕ дизтопливо турттаратпăр. Çунтармалли-сĕрмелли япаласен пĕр пайне кĕркунне кÿнĕ ĕнтĕ. Çур акине хутшăнмалли техникăна юсатпăр. Вăрлăхăн 25-30 процентне çĕнететпĕр. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район умне иртнĕ çулсенче сухаламан 3 пин ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартрĕ. Кашни ял тăрăхĕнче мĕн чухлĕ акмалли-лартмаллине палăртрăмăр. Ĕçе еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăратпăр.

- Иртнĕ çулсенче машина-техника паркне çĕнетнĕ-и?

- «Шигали» кооператив тата Г.Ямуков фермер - тыр-пул пухса кĕртмелли комбайн, В.Иванов фермер - трактор, Вăрмарти ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики - культиватор, пурĕ 10 ытла техника туяннă. Çĕр улми шăвармалли агрегат та çĕнниех. Ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕнче 100 ытла фермерăн тата килти хуçалăхсен тÿпи пысăк.

- Çак кунсенче мĕнлерех ырă хыпарпа савăнтаратăр?

- Вăрмарта 27 хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ. Унта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 9 ветеранĕ тата ишĕлес патне çитнĕ пÿртсенчи 18 çемье пурăнма куçĕç.



"Хыпар"
27 марта 2012
00:00
Поделиться