Тухăç никĕсĕ - вăрлăх пахалăхĕнче
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне
хатĕрлес ĕç мĕнле пынине кăтартни /2012 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне/
Мĕн акатăн - çавă шăтать тенĕ. Лайăх тасатман тырăран уй-хир çум курăклă пуласси кашни çыншăн паллă.
«Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕнче пĕлтернĕ тăрăх - республикăра çур аки валли вăрлăх хатĕрлесси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен юларах пырать. Красноармейски, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсем, пĕлтĕр тыр-пул аван çитĕннĕ пулсан та, вăрлăхлăх тырă çителĕклĕ уйăрман. Çĕмĕрлесен кăтартăвĕ уйрăмах пĕчĕк - 76% çеç, вăл та пулин 48% çеç кондициллĕ. Планпа 777 тонна тырă хывмалла. Акма юрăхлине кирлĕ чухлипе танлаштарсан 36,5% çеç пулать. Ыттине хăçан тупса çитерĕç тата тасатса хатĕрлĕç?
Юлса пыракансен те - Çĕмĕрлесемпе Красноармейскисен, Элĕксемпе Пăрачкавсен, ыттисен - ĕç хăвăртлăхне ÿстермелле, звеносен йышне хушмалла. Çĕмĕрле районĕнче паха вăрлăх хатĕрлессипе пĕр звено кăна ĕçлет. Акă ăçта юлса пынин сăлтавĕ! Ку енĕпе Патăрьел /18 звено/, Елчĕк /10/, Тăвай /9/, Муркаш /9/ тăрăхĕсем çеç мухтанма пултараççĕ. Ыттисен - 1-5 çеç.
Ăшă кунсене кĕтсе çак ĕçе каярах юлса пуçăннăран республикăри вăтам кăтарту 61 процентпа танлашать. Пĕлтĕр пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех паха вăрлăх 71% хатĕрленĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕ тĕлĕшпе те кăтарту япăх. Планпа килĕшÿллĕн 322 тонна пулмалла, хальлĕхе 144,1 тонна çеç. Унăн 42 проценчĕ çеç акма юрăхлă. Ял çыннин çакна яланах асра тытмалла: кирлĕ чухлĕ акмасан утă, сенаж çителĕклĕ хатĕрлеймĕпĕр. Çуркунне çаврăнăçуллă, вăр-вар пулсан сивĕ хĕл кунĕнче выльăх апачĕ пирки шухăшласа канăçа çухатмăпăр.