Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ан ÿркен

ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ

Ан ÿркен 20.03.2012
Иван САЛАНДАЕВ

Пуянкассинчи Калашниковсен ĕçчен çемйине аван пĕлетĕп. Килти хуçалăхĕ - районта чи лайăххисенчен пĕри. Сысна ĕрчетес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çулла 100 пуçран иртет. Халĕ 12 ама, пĕр аçа, 30 çура, ăратлă ĕне, 5 вăкăр. Çăвăрлаттарса, сутса тупăш сахал мар тăваççĕ.

Иртнĕ çул Борис мăшăрĕ Антонина фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Малтан районти ĕçпе тивĕçтерекен центра бизнес-план хатĕрлесе тăратнă. Ăна ырласа йышăннă, лайăхпа хакланă.

- Патшалăх Антонина Анатольевнăна хăйĕн ĕçне йĕркелеме 58800 тенкĕлĕх субсиди пачĕ, - терĕ центр директорĕ Сергей Кузьмин. - Вăл çак продукципе малашне те рынока пуянлатас ĕмĕтлĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстересшĕн.

Калашниковсем пек ĕçчен те пуçаруллă çын Шăмăршă тăрăхĕнче сахал мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Кивĕ Чукалти Головинсенчен, Çĕнĕ Чукалти Нефедовсенчен, Тăрăнти Никифоровсенчен, Энтриелĕнчи Шигаревсенчен, Виçпÿрт Шăмăршăри Кузьминсенчен, Карапай Шăмăршăри Захаровсенчен, Асанкассинчи Ишмуллинсенчен ырă тĕслĕх илме сĕнет. Вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумай илеççĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, администраци пуçлăхĕ патне пĕр ялти çамрăк арçынпа хĕрарăм пынă. «Ялта ĕç çук», - тенĕ. Иккĕшĕ те - вăй питтискерсем.

- Çĕр илĕр, фермер хуçалăхĕ йĕркелĕр. Пулăшăпăр, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Нушаланас килмест, выльăх усраймастпăр, - тÿрре тухасшăн пулнă ĕç ыйтма килнисем.

Кун пек чухне мĕн калăн-ха? Районта харпăр хăй ĕçне йĕркелес текенсене хапăл тăваççĕ. 460-ăн пĕчĕк тата вăтам предприниматель ĕçне пикеннĕ.

 



"Хыпар"
20 марта 2012
00:00
Поделиться