Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хамăрăн карас пахарах

Чăваш Енре пыл туса илессине ку чухнехи пурнăç ыйтнă пек аталантарас тĕллевпе «Хурт-хăмăр агентстви» АУО «Маргарита-1» искусство карасĕ туса кăларас линие ĕçе кĕртнĕ. Республикăри утарçăсемпе специалистсен тахçанхи ĕмĕчĕ-тĕллевĕ тинех пурнăçланчĕ - карас пысăк пахалăхлă, чир-чĕр пуçаракан микробсенчен шанчăклă хÿтĕлет, туянакансемшĕн вăл çителĕклех. Хуртсене йышлăн тата лайăх аталанса çитĕнме май парать. Раççейре унпа танлашаканни çук. Тавар хатĕрлекен установка ют çĕр-шыврисенчен нумай енĕпе ирттерет. Общество гендиректорĕнчен, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидатĕнчен Геннадий Максимовран ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăм.

- Геннадий Антонович, çĕнĕ лини уйрăмлăхĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Карас куçĕн ромб евĕрлĕ енĕсем тăвакан кĕтес епле пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн вăл 110 градуслă, ăна тулли хăтлă пулнăран «максимум-люкс» теççĕ. Раççейри ăвăс тирпейлекен заводсен, кунашкал установка çукран, вăл 130 градуслă /çурри хăтлă/. 110 градус кĕтесли карас куç тĕпĕн калăпăшне пысăклатать. Ăна пула ама хурт сĕчĕ ытларах вырнаçать. Личинка çителĕклĕ апатланать, лайăхрах вăй илсе аталанать, иммунитечĕ çирĕпленет. Кунашкал хуртсем нумайрах пурăнаççĕ, ĕçре хăйсене хастар тытаççĕ. Унсăр пуçне куç ăсталакан хуртсен вăхăчĕ те, вăйĕ те перекетленет.

- Карас куçĕн виçи пĕлтерĕшлĕ-и?

- Паллах. Тулли хăтлă карасăн вăл 5,6 мм. Карас куçĕн виçи чăн-чăн çут çанталăк условийĕсенче вăтам вырăс ăрачĕллĕ вĕлле хурчĕсемшĕн шăпах виçеллĕ. Çакна та каласа хăвармалла. Установкăн чĕр тавара ăшăпа тирпейлесе хатĕрлеме ятарлă савăт пур, ирĕлнĕ ăвăс температури 138 градуса /нормăпа - 127°/ çитет. Пысăкрах температура хуртсен ерекен чир-чĕр пуçаракансене пĕтерет. Вĕллери сывă хуртсене карас урлă чир куçас хăрушлăх вуçех çук. 110 градус кĕтеслĕ куçлисем карас листи хатĕрлес ĕçе икĕ хут хăвăртлатаççĕ.

- «Маргарита-1» искусство карасĕ республикăра пыл ытларах туса илме пулăшатех ĕнтĕ?

- Ăна çавăншăн туса кăларатпăр та. Чăваш Енре хурт-хăмăр отраслĕ малашне çулсерен аталанса-çирĕпленсе пырĕ. Утарçăсем çуркуннесерен пысăк пахалăхлă, чир-чĕр микробĕсем енчен таса та шанчăклă, хуртсене биологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекен карас листисене вăхăтра илĕç. Вĕсене рамкăсене вырнаçтариччен çур çул - çулталăк тытни усăллă. Ку хушăра листасем çирĕпленеççĕ, çурăлми пулаççĕ, пулас карас куçĕн тĕпĕсем лайăх упранаççĕ. Çакă кайран хуртсене куçсене тĕрĕс тата хăвăртрах тума май парать. Пирĕн караса утарçăсем ыттисенчен листа айккине «Максимум-люкс» тесе тата тавар туса кăлараканăн хушаматне çырнинчен уйăрса илеççĕ.

- Çуркунне çывхарать. Сирĕн шухăшăрпа, Геннадий Антонович, хурт-хăмăр ăстисен чи малтанах мĕнле сĕнÿсене асра тытмалла?

- Вĕлле тытакансем çуркунне çитнĕ-çитмен амасăр çемьесем валли иртерех «вăранакан» амасене туянма тăрăшаççĕ. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме кăнтăрти никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен çĕр-шывсенчен Украина урлă кÿрсе килеççĕ. Çакăнта асăрхануллăрах пулма сĕнесшĕн. Вĕсен ăратлăхĕ, тухăç параслăхĕ çук, çитменнине сикекен чир-чĕрлĕ. Вĕлле хурчĕсем валли санитари нормисене пăхăнмасăр вырăнта чуста евĕр хатĕрленĕ апата чир-чĕр пуррипе çуккине палăртма лабораторире тĕрĕслеттермелле. Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри управленийĕн тата ветеринари тĕрĕслев службин çак ыйтусемпе тимлĕрех пулмалла.



"Хыпар"
14 марта 2012
00:00
Поделиться