Патшалăх пулăшăвĕ пĕчĕк мар
ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ |
Патшалăх пулăшăвĕ пĕчĕк мар | 13.03.2012 |
Юрий Сергеев |
Республикăра «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федерацин тĕллевлĕ программи мĕнлерех пурнăçланать-ха? Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин инвестиципе ялăн социаллă аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Светлана Александрова хуравлать.
- Ăна пурнăçа кĕртме 2003 çултанпа федераци хыснинчен 982 млн тенкĕ илтĕмĕр, - терĕ Светлана Михайловна. - Çав шутра пурăнмалли çурт тума - 589, инженерипе социаллă инфратытăм хывма - 304, ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата вĕсене хăтлăлатмалли пилот проекта пурнăçлама - 89 млн тенкĕ.
2003-2011 çулсенче ялсенчи 3760 çемьене, вăл шутра 1189 çамрăк çемьепе специалиста, пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшнă.
- Цифрăсем пĕчĕк мар. Пĕлтĕр мĕнле пулнă?
- Федераци хыснинчен 122 млн тенкĕ - виçĕм çулхинчен 11% нумайрах - пачĕç. Унпа та çÿлерех палăртнă тĕллеве пурнăçлама усă курнă. Кунсăр пуçне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çуртне аслăлатма 20 млн тенкĕ, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче фельдшер-акушер пунктне туса пĕтерме 4,8 млн тенкĕ куçарнă. Çак объектсене ĕçе кĕртме Чăваш Ен тата муниципалитетсен хыснисенчен 157 млн тенкĕ явăçтарнă.
Çапла вара иртнĕ çул кăна ялсенче пурăнмалли вырăна лайăхлатма 210 çемьене 96,3 млн тенкĕлĕх свидетельство панă. Ку йышра - 92 çамрăк çемье тата специалист.
- Мускавран укçа кăçал уйăрасси паллă-и?
- Программăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 250 млн тенкĕ - виçĕм çулхинчен 2 хут нумайрах - килессе кĕтетпĕр. Пысăкрах пайĕ ялсенче пурăнмалли çуртсем тунă, инженерипе социаллă инфратытăм объекчĕсене çĕкленĕ çĕрте тăкакланĕ. Кунсăр пуçне 11,8 млн тенкĕ Муркаш районĕнчи Калмăккассине, Шупашкар районĕнчи Сарапакассипе Мокшин ялĕсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерме, 3,8 млн тенкĕ Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче фельдшер-акушер пункчĕ тума, 15,3 млн тенкĕ Йĕпреç районĕнчи Энтриелĕнчи, Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнчи шкулсене çĕнетме, 4,9 млн тенкĕ Йĕпреç стадионне юсама кайĕ.
Ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли пилот проекта пурнăçлама федераци хыснинчен 126 млн тенкĕ куçарасса шанса тăратпăр.