Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çĕнĕ ферма çĕкленет («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово )

Районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçĕн отрасльне упраса хăварасси, ĕне выльăх пуçне пысăклатасси тата выльăх-чĕрлĕх продукцине ÿстересси – тĕп задачăсенчен пĕри. Анчах та выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме юрăхлă çуртсем, витесем кирлĕ-çке-ха.

Акă «Новый путь» хуçалăхра 200 пуç тына тытмалли ферма çĕклеме пуçланă. Фермăна кăçал çуркунне хăпартма тытăннă. Сентябрь уйăхĕнче çак объекта туса пĕтерме планлаççĕ. Хуçалăх строительство ĕçĕ çине 4 миллион тенкĕ уйăрнă.

2010 çулта хуçалăхра 60 пуç валли пăрулаттармалли ятарлă уйрăм хатĕрленĕ. Çĕнĕ витесем туни хуçалăха ĕне выльăх шутне ÿстерме пулăшĕ.

А.ПЕТРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2011
00:00
Поделиться