Хырхĕрринче дояркăсем ăмăртрĕç («Вести (Хыпар)», Чебоксары )
Унта районсенчи чи лайăх специалистсем пухăнчĕç. Кăçал вăл Комсомольски районĕнчи «Восток» хуçалăхра иртрĕ. Асăннă кооператив /ертÿçи Валерий Михеев/ Каçал тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Хуçалăх ăратлă ĕне тата сысна ĕрчетессипе палăрать. Сăмах май, асăннă конкурса 2005 çулта та çак хуçалăхрах йĕркеленĕ.
Икĕ кунра ферма ĕçченĕсем хăйсем теори ыйтăвĕсене епле пĕлнине тĕрĕслерĕç, ĕне сумалли аппарата пуçтарнине тата сăвăма епле йĕркеленине кăтартрĕç, выльăхсене пĕтĕлентерес ăсталăхпа паллаштарчĕç. Паллах, çанталăк условийĕсене кура маларах палăртнă пек ĕнесене çуллахи вăхăтра усракан вырăна çитсе курма, выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусемпе паллашма май килмерĕ. Апла пулин те мероприяти лайăх иртрĕ. Ăна Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем хăйсен юрри-ташшипе илем кÿчĕç.
Жюри членĕсене республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Ара кунта чи маттуррисем, пултаруллисем пухăннă-çке-ха.
Çапла вара ĕне сăвакансен хушшинче Светлана Григорьева /Елчĕк районĕ/ çĕнтерчĕ. Вăрнар районĕнчи Наталья Григорьева иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Шупашкар районĕнчи Вера Николаева виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсенчен Александр Астахова /Пăрачкав районĕ/ чи пултарулли тесе палăртрĕç. Чи çамрăк конкурсантпа ветерана та уйрăммăн хавхалантарчĕç. Вĕсем - Андрей Даниловпа /Тăвай районĕ/ Елена Чернова /Йĕпреç районĕ/.
Мăйракаллă шултра выльăха искусствăлла мелпе пĕтĕлентерекен техниксенчен Вăрнар районĕнчи Надежда Сергеева - чемпионка. Пĕрремĕш вырăна вара Людмила Алмазова /Шупашкар районĕ/ тухрĕ. Етĕрне районĕнчи Наталья Садовниковăпа Каçал тăрăхĕнчи Елена Каримкина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсен йышĕнче Яков Уряднов палăрчĕ. Муркаш районĕнчи Валентина Дмитриева конкурсантсен йышĕнче чи çамрăкки пулсан та ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Комсомольски район администраци пуçлăхĕ Геннадий Волков çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе, кашни конкурсантах Тав çырăвĕпе тата укçан премисемпе чысларĕç.
Материала пĕтĕмлетнĕ май çакна та калам: дояркăсемпе осеменаторсен йышĕнче ытларах аслă ăрури çынсем пулни шухăша ячĕ. Шел те, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç фермăсене ĕçлеме каясшăн мар-тăр çав...