Ĕç ăннăран кăмăлĕ çĕкленÿллĕ («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское )
З. Г. Антонова тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре чылай çул хушши ĕнтĕ сысна пăхакан операторта вăй хурать.
Тĕллевсене çуллен чыслăн пурнăçлать. Коллективра çавăншăн тата ăшă кăмăллă пулнăран хисеплеççĕ ăна. Агрофирма ертÿçисем те тав сăмахĕсем калаççĕ. Кăçалхи 59-мĕш Ака туйра тăрăшуллă оператора Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.
"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)