Тĕрĕслесе пăхма пултаратăр. («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши )
Çĕр улмин пулас тухăçĕ те пурне те шухăшлаттарать ĕнтĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» ял çынни килĕрен тенĕ пекех лартса çитĕнтерет. Хула çыннисен дача участокĕсенче те унсăр мар. 1913 çулта Санкт-Петербургра пичетленнĕ «500 рецептов-советов по сельскому хозяйству и домоводству» кĕнекере вара çĕр улмирен епле майпа пысăкрах тухăç илесси пирки сĕнÿ пур. Мĕнех, тĕрĕслесе пăхма пултаратăр.
Çĕр улмин рет хушшисене юлашки хут кăпкалатса тухнă хыççăн 3 эрнене яхăн вăхăт иртсен çеçкĕне таптаса е катокпа лÿчĕркесе лăпчăтмалла. Çапла тунă хыççăн ÿсен-тăранăн тымарлăх пайĕ лайăхрах аталанать, çĕр улмин тухăçĕ те пысăкрах пулать.
Татах тепĕр сĕнÿ те пур. Çĕр улми çеçкере ларнă хыççăн 1–2 эрне иртсен çĕр улми пусси тăрăх пучахлă культурăсене акнă хыççăн çĕре пусăрăнтармалли катокпа тухаççĕ. Паллă ĕнтĕ, каток йывăрăшĕпе çеçкĕ кăштах хуçăлса аманать, апла пулсан тутлăхлă япаласене те çĕртен сахалрах илет. Ку тутлăхлă япаласем вара çеçкĕ патне мар, çĕр улми çине ытларах кайма пуçăнаççĕ. Çеçкĕ хуçăлнинчен вара нимĕнле сиен те çук. Вăл малалла аталанма пăрахать кăна.