Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Яла çамрăк ĕçченсем кирлĕ («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )

Хăш-пĕр хуçалăхсенче кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Аграрисенче ытларах çулланнă çынсем тимлеççĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вара алла специальность илсессĕн те яллă тăрăхра вăй хурасшăнах мар. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче çивĕч ыйтăва татса парассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, преподавательсем студентсене ялта ĕçлеме хавхалантарас тесе тăрăшаççĕ, пулас специалистсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтараççĕ.

Ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен кăçалхи ăмăртăвĕсенче те çамрăксем хастар пулчĕç. Сергей Семенов, Диана Эйбауэр, Николай Карпов хуçалăх тĕрекĕ пуласса шанас килет. «Район агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывасшăн», – çирĕплетрĕ Сергей Семенов. Надежда Егоровна Михайлова, Михаил Геннадьевич Алексеев тата ытти преподавательсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ, хресчен чунĕллĕ пулма вĕрентеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2011
00:00
Поделиться
;