Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Техника ĕçе хатĕр («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское )

Нÿрĕк пур, хĕвел пăхать, нумай çул ÿсекен курăксем лайăх хĕл каçнă. Вĕсене çулса утă, сенаж хатĕрлемелли вăхăт та çитрĕ.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче ут çие пикенсех хатĕрленеççĕ. Эпир темиçе хуçалăхра пулса куртăмăр. Пур çĕрте те курăк çулмалли техникăна юсас ĕç пырать, пĕчĕк кăлтăксене те пĕтереççĕ.

Районĕпе выльăх апачĕ хатĕрлекен 22 комбайн, 12 косилка тата ытти техника пур. Çавăнпа та çанталăк йĕркеллĕ тăрсан районти ял хуçалăх предприятийĕсем мĕн акнине тирпейлĕ, пахалăхлă пуçтарса кĕртессе шанма пулать.



"Каçал Ен"
04 июня 2011
00:00
Поделиться