Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çуркунне тăкаклă та, кĕркунне тупăш кĕретех («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Ваттисем: «Ака çинче кашни кунах - çулталăк», - тенĕ. Çавăнпах пулĕ Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Петр Никифоров икĕ теçетке çул ĕнтĕ çак вăхăтра канăçне çухатать. Ирĕн-каçăн хирте вăл. Эпир унпа çĕр улми анинче тĕл пултăмăр.

- Ытти çул ака ĕçĕсене май уявĕ тĕлнех пĕтереттĕмĕр. Çĕр улми лартассине Çĕнтерÿ кунне вĕçлекенччĕ. Кăçал чылай кая юлтăмăр, çĕр пиçсе ĕлкĕреймест, - хĕвел тухăç еннелле тăсăлакан тÿрĕ йăрансем еннелле пуçне сĕлтет председатель. - Хĕлле юр нумай çурĕ, шыв юхса каймарĕ, çуркунне вăрах килчĕ. Вырăн-вырăн çĕр халĕ те нÿрлĕ.

Сăкăтсем ĕлĕкренпех çĕр улмине хисеплеççĕ. Пĕлтĕр хуçалăх «иккĕмĕш çăкăра» 230 гектар акнă. Шел, ун чухне çулла ытла та шăрăх тăчĕ. Тухăç пилĕк-ултă хут чакрĕ, гектартан вăтамран 50 центнер кăна пухса кĕртнĕ. Çавна май потребительсене виçшер-тăватшар пин тонна вырăнне 300 тонна яхăн кăна сутма май килнĕ.

- Тем тесен те çĕр улми тупăшлă культура. Эпир ăна пĕрре кăна мар курса ĕненнĕ, - малалла калаçать пысăк опытлă пуçлăх. - Çавăнпа специалистсемпе канашласа çапла шухăшларăмăр: «иккĕмĕш çăкăртан» писмелле мар. Лаптăка иртнĕ çулхи шая çитереймĕпĕр, анчах 200 гектартан чакармастпăр...

Çĕр улми туса илесси - йывăр та кăткăс ĕç. Пайтах пилĕк авмалла, тар кăлармалла. Çитĕнтерме «кĕмĕл» нумай хывмалла. Хуçалăх вăрлăх çĕнетме кăна финсен «Инноватор» сортлине 66 тонна туяннă. Ку вăл хăех икĕ миллион тенкĕ. Пасарта мĕн хак сутнине аван пĕлетпĕр: килограмĕ - 30-40 тенкĕ. Хуçалăхсене йÿнĕпе сĕнекен тупаймастăн. Унсăр пуçне Питĕр çывăхĕнчен 9 тонна «Невский» супер-элита сорт турттарса килнĕ. Вăл та хаклă. Минерал удобренийĕ те чылай кирлĕ. Ăна гектар пуçне 400 килограмран кая мар сапатăн. Пĕрлех çум курăка пĕтерекен, чир-чĕртен хÿтĕлекен тата хурт-кăпшанкă тапăнасран сыхлакан препаратсем илмелле.

Хирте тăватшар йăран хăваракан икĕ агрегат ĕçлет. Вĕсен умĕн тепĕр икĕ доминатор агрегачĕ çĕре кăпкалатать. Виçĕ автомобильпе МТЗ икĕ трактор татти-сыпписĕр вăрлăх, им-çам, шыв тата çĕр тутлăлăхне хăпартмалли гранула турттарать. Çирĕм-вăтăр хĕрарăм яровизацилеме йĕтем çине кăларнă вăрлăха касса тата тасатса хатĕрлет. Йăрансен хушши ĕлĕкхинчен самаях сарлака - 75 сантиметр. Хуçалăх тăватă-пилĕк çул каялла Голланди технологийĕ çине куçнă. Çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ чухне те çынсем хирте копалка хыççăн çÿремеççĕ текех, ĕçе икĕ комбайн пурнăçлать.

«Красное знамя» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Мансур Калмыков та кăмăллă. Тин çеç вăл районти пĕрлешÿсен ертÿçисемпе тĕп агрономĕсене пухса Сăкăт хирĕсене илсе тухнă, семинар йĕркеленĕ, çĕр улми çитĕнтернĕ тапхăрти ĕç çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă.

- Районти ял хуçалăх кооперативĕсен çулталăкри мĕн пур тупăшĕнче «иккĕмĕш çăкăр» тÿпи утмăл процент таран пухăнать, - кăмăллăн пĕлтерет Мансур Минивалиевич. - Пирĕн тăрăхри хура çĕр çинче хальлăхе унран пысăкрах услам паракан культура çук. 2010 çулхи çуркунне управра хĕл каçарнă çĕр улмине сутса «Красное знамя» кассине 45 миллион тенкĕ укçа кĕчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» пысăк лаптăксенче ÿстерекен «Малалла», Ленин ячĕллĕ, «Батыревский», «Труд» хуçалăхсем те ăна пула пурнăçа аван сыпăнтараççĕ. Халăхшăн та усăллă çакă. Пирĕн енче ал вăйĕ ытлашшипех. Улма кăларнă чухне кашниех кунне 700-1000 тенкĕ илме пултарать.

Сăкăтсем темиçе кун каяллах çĕр улми лартса пĕтернĕ. Лаптăкĕ Петр Николаевич сăмах панă пекех - 200 гектар. Микула уявĕнче лайăх çумăр çуса иртрĕ. Эппин, кĕркунне тупăш илес шанăç пур.



"Хыпар"
31 мая 2011
00:00
Поделиться