Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Акса пĕтернĕ («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша )

ТĔПРЕН илсен, районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акасси вĕçленнĕ. Хăш-пĕр çĕрте йĕпе пулнипе хальлĕхе техникăпа кĕме май çук пĕчĕк лаптăксем çеç акăнмасăр юлнă.

Пурĕ 8100 гектар е пĕлтĕрхинчен 600 гектар ытларах тырă акнă. Çав шутра çурхи тулă 4065 гектар, урпа 2425 гектар йышăнать. 1750 гектар нумай çул ÿсекен курăксемпе 330 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă.

Майăн 27-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 211 гектар çĕр улми лартнă, 200 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕпе 30 гектар выльăх чĕкĕнтĕрĕ, 210 гектар кукуруза, 160 гектар хура тул, 15 гектар пахча çимĕç акнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 мая 2011
00:00
Поделиться
;