Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Уй-хирте («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское )

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ака-суха ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен планпа 8200 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене акса хăвармалла пулнă. Пĕтнĕ кĕр тыррисен вырăнне те акнă пирки кăтарту хальлĕхе 9428 гектарпа танлашать.

1515 гектар çĕр улми лартнă. Ку ĕçе тата 400 гектар çинче пурнăçламалла.

170 гектар пахча çимĕç акнă-лартнă. «Восход» ООО, Атласкинăн фермер хуçалăхĕ, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал лартма суханпа (севокпа) ĕçлесшĕн. «Дубрава» ЯХПК тата «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ апатра усă курмалли нимĕç пăрçине (бобы) çитĕнтересшĕн.

Пĕр çул ÿсекен курăксене 2076 гектар, выльăх кăшманне 77, сахăр кăшманне 173 гектар акнă. «Слава картофелю» агрофирма хирĕнче 100 гектар çинче рапс çитĕнĕ.

Кăçал хуçалăхсем 581 гектар çине хăйсене кăна, ытти культурăсемсĕр, нумай çул ÿсекен курăксем акса хăварнă. Кун пекки юлашки çулсенче пулманччĕ-ха.

Уй-хирте çумкурăка хирĕç кĕрешес ĕçсем те пыраççĕ. 697 гектар çине им-çам сапнă. Калчасем мĕнле аталанасси агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет.



"Каçал Ен"
27 мая 2011
00:00
Поделиться