Конкуренци тавар пахалăхне тĕрĕслет
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Леонид Николаев апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен 2011 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕпе паллаштарчĕ.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи 4 уйăхра апат-çимĕç продукчĕсен производствин индексĕ 2010 çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан 6, 6: чакнă /Раççей Федерацийĕнче 1, 8: ÿснĕ/.
Уйрăммăн илсен çăкăрпа çăкăр-булка изделийĕн, кăлпассин, çурма хатĕр ашпа тутлă шывăн, тăпăрчăн производство калăпăшĕ ÿснĕ. Çав вăхăтрах кондитер, макарон, услам çу, майонезпа йÿçĕтнĕ сĕт продукчĕсен - сисĕнмеллех чакнă.
Пысăк предприятисем ÿсĕм çулĕпе аталаннине палăртмалла. Вĕсен йышĕнче: «Шупашкарти çăкăр комбиначĕ» АУО /41:/, «Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» АУО /19:/, «Акконд» АУО /26:/, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ООО /26:/, «Çĕмĕрлери çăкăр завочĕ» АУО /21:/, ытти те.
Потребитель нормине шута илсе РФ Правительстви çирĕплетнĕ тăрăх кашни çын çулталăкра вăтамран 62, 5 килограмм çăкăр çиет. Пĕлтĕр республикăри çăкăр пĕçерекен предприятисем кашни çын пуçне вăтамран 61, 6 кг çăкăр хатĕрленĕ. Чăвашстат 69, 6 кг кăтартнă. Çитменнине, 8 кг республика тулашĕнчен кÿрсе килнĕ. Хамăрăн çитмест пулас. Çав вăхăтрах предприятисем тулли хăватпа ĕçлемеççĕ.
Шупашкарти «Вавилон» макарон-кондитер фабрики производство калăпăшне 31: чакарни шухăша ярать.
Пĕлтĕр çĕр улми сахал çитĕнтернĕ. Кÿрсе килнисен хакĕ темиçе хут ÿснĕ. Çавăнпа унпа апатра, апат-çимĕç промышленноçĕнче сахалрах усă курнă. Халăх çĕр улми вырăнне ытларах макарон çинĕ. «Вавилонăн» çакăнпа усă курса производство хăватне ÿстермеллех пулнă, анчах пĕлтĕрхинчен те япăхрах ĕçленĕ, тупăш илесси пирки шухăшламан. Макарон изделийĕсен çитменлĕхне Чăваш Ен тулашĕнчен туянса саплаштарнă.
- Мĕншĕн япăх ĕçлетĕр? - интересленчĕ Сергей Павлов министр. «Вавилон» представителĕ çăнăх, сахăр, маргарин хакланнипе, çавна май макарон пысăкрах хакпа сутăннипе сăлтавларĕ. Предприяти конкуренцие чăтаймасть. Апла пулсан тавара йÿнетес, пахалăха ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Лайăх çимĕç çеç конкуренцие тÿсĕмлĕ.
Республикăра хĕл каçа ĕне йышĕ чакни, апат çителĕксĕр пулни сĕт туса илесси çине те витĕм кÿнĕ. Сĕт тирпейлекен предприятисем 4 уйăхра ăна пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 20: сахалрах туяннă. Шупашкарти сĕт комбиначĕ, Муркашри, Куславккари сĕт завочĕсем производство калăпăшне нумай чакарнă.
- Агропромышленноç комплексĕн отраслĕсене ку чухнехи инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме инвестици проекчĕсемпе усă курасси питĕ хуллен пурнăçланать, - палăртрĕ Леонид Григорьевич. - Пирĕн хамăрăн йăнăшсене тÿрлетмеллех. Отрасль кал-кал ĕçлени республика çыннисен пурнăç шайне лайăхлатма пулăшĕ.