Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Хастаррисем акса пĕтернĕ («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне çур аки мĕнлерех пынине кăтартни

Цифрăсен 1-2-мĕш колонкисем - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акнă /гектарпа тата процентпа/, 3-4-мĕш колонкисем - çĕр улми лартнă /гектарпа тата процентпа/, пахча çимĕç акнă /гектарпа/

Çак таблицăран республикăра çур аки еплерех пыни лайăх курăнать. Елчĕк, Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри районĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Çурхи ĕçсене Каçалсем те вĕçлесе пыраççĕ. Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Комсомольски, Куславкка районĕсенче çĕр улми лартас енĕпе аван тăрăшаççĕ. Акана Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай районĕсенче вăйлатмалла.

Елчĕк районĕнчи «Комбайн» кооперативра акана çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчех вĕçленĕ: тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене - 869, пĕр çул ÿсекен курăксене 279 гектар çинче акнă, нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ, апатлантарнă.

Сĕнтĕрвăррисем юн кун юлашки гектарсем çинче акнă, тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене акмалли плана 119, 6 процент тултарнă.



"Хыпар"
23 мая 2011
00:00
Поделиться
;