Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхнă («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово )

Аслă çул хĕрринчи Чăваш Сурăм ферминче ĕç вĕресе кăна тăрать. Тракторсен шавĕ, çынсен калаçăвĕ хăйне май ĕç кĕввине куçаççĕ. Шурă вăрăм витере вара Иван Николаев зоотехник пĕчченехчĕ. Ĕнесем хутăш апата çăвар туллин çинине сăнать тейĕн ăна. Тĕп специалист кĕçех икĕ ретпе тăракан выльăхсене тишкерсе те тухрĕ. Çав хушăрах тетрачĕ çине хăйне кирлине те палăртрĕ. Ăнланмалла ăна, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни тимлĕхе ÿстерсех пыма хистет. «Новый путь» хуçалăхра кĕтÿ йышне çĕнетсе пырассине тĕпе хурса ĕçлеççĕ те. Фермăра ăратлă выльăхсем кăна тытаççĕ.

Ăратлă выльăх ĕрчетес ĕçе техник-осеменатор пысăк тÿпе хывни паллă.

– Вăрлăха Германирен илсе килеççĕ. Сĕтлĕ выльăх кирлĕ чухне ĕнене пĕр тĕрлĕ вăрлăхпа искусственнăй майпа пĕтĕлентеретпĕр. Аш-какайлăх пăру кирлĕ пулсан ÿт хăвăрт хушма пулăшаканнипе усă куратпăр, – терĕ ку енĕпе çирĕм çул вăй хуракан Елена Тарасова.

Ял çыннисем те хăйсен выльăхĕсене аякран кÿрсе килнĕ вăрлăхпа пĕтĕлентерме тăрăшаççĕ.

Чăваш Сурăм фермине кĕрсен юмахри евĕр ÿкерчĕксем тухса тăчĕç. Дояркăсем ĕне çиллине çуса аппарат кăна тăхăнтартаççĕ. Вĕсен аллисем сĕте вуçех те пырса перĕнмеççĕ. Сĕт пăрăхсем тăрăх холодильника каять, хыççăн – сĕт турттаракан машина çине. Пушаннă холодильника та автоматика тасатать, шывпа чÿхет.

Вите урайĕсене, ферма картишне бетонласа хытарнипе те кăмăллă кунти ĕçченсем. Чĕркуççи таран пылчăк çăрнине тахçанах маннă вĕсем. Çавна май выльăхсем патне утă-улăм, сенаж-силос çитерме те меллĕ. Ĕнесем апата «сĕтел çинче» çиеççĕ. Апата тутлăлантарса валеçсе парассине механизациленĕ.

Чăваш Сурăмĕнчи ферма заведующийĕ Валентина Павлова выльăх пăхакансен ĕçне татах та уçăмлатрĕ.

– Дояркăсем пурĕ саккăрăн шутланаççĕ. Кашниех тăрăшуллă та вăр-вар. Пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Маргарита Сергеева, Раиса Алексеева, Надежда Иванова тата ыттисем те яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлеççĕ. Дояркăсем канмалли кунсемпе усă кураççĕ. Вĕсене ку енĕпе улăштараканни – Наташа Тихонова, – палăртрĕ ферма ертÿçи.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕлле япăх тăрантарнă теме çук. Рацион тĕрлĕрен витаминлă тата минераллă хутăшсенчен пуян. Вĕсемпе утă-улăма, сенажа çемĕçтерсе хутăш апат хатĕрленĕ. Паллах, алă вăйĕпе мар, ятарлă хăватлă агрегатпа усă курса пурнăçланă ку ĕçе. Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле май килнĕ, çапла тăрантарас йăла çук кунта. Ĕнесене, сăмахран, уйрăм ушкăнсене пайланă. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнрисене – анчахрах пăруланисене лайăхрах тăрантарма кирлине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Вĕсем валли концентратне те ытларах уйăраççĕ.

Ĕнесене пĕлсе, кирлĕ пек тăрантарни сăвăма ÿстерсех пыма май парать.

Чăвашсурăмсем тирпейлĕхпе йĕркелĕхе пысăка хурса хаклаççĕ. Кашни эрнерех санитари кунне ирттереççĕ. Çавăн чухне выльăх пăхакансем витесене тасатса тирпейлеççĕ. Хальхи çур кунĕсенче вара ферма таврашĕнчи утă-улăма, тислĕке пухассипе тимлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шалта, тулта та таса та типтерлĕ.



"Пирěн пурнăç"
18 мая 2011
00:00
Поделиться