Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тĕрĕслев малалла пырать («Кошелеевский край (Каçал ен)»

Районта çулсеренех иртекен техника тĕрĕслевĕсем малалла пыраççĕ. «Слава картофелю» агрофирма» хыççăн «Искра» колхозри механизаторсем хăйсене шанса панă техникăна тĕрĕслеве тăратнă. Комисси кустăрмаллă 10, гусеницăллă 3 трактора, 10 прицепа тĕрĕсленĕ. Пĕчĕк кăлтăксем пулсан та, вĕсем кунти техника юсавлăхĕ тĕлĕшĕнчен япăх мар пулнине палăртнă. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах пĕтĕм прицепсен борчĕсене улăштарнă, сăрланă. Вĕсем çине çиелтен пăхсан вĕр-çĕнĕ темех пулать. Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсен те тракторсемпе прицепсене тĕрĕслев витĕр кăларма хатĕрленсе çитмелле.



"Каçал Ен"
02 апреля 2011
00:00
Поделиться
;