Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Ростсельмаш» техники - чăн ăстасен суйлавĕ Шанчăклă, меллĕ, пахалăхлă

Çĕр ĕçченĕ ял хуçалăх техникине суйланă-туяннă чухне вăл экономика тĕлĕшĕнчен тухăçлă та шанчăклă, унăн ĕç кăтартăвĕ пысăк пултăр тесе ĕмĕтленет. Унсăр пуçне çĕнĕ машина хăвăрт тата час-часах ванманни те пĕлтерĕшлĕ: вырма тапхăрĕнче юсав ĕçĕсемпе аппаланса хаклă вăхăта сая ярас килмест-çке.

Тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесен ял хуçалăх техникине хатĕрлекенсен кăларакан продукци пахалăхне пĕрмай тĕрĕслесе тăмалла, производствăна çĕнетсех пымалла, çынсен шухăшне те шута илмелле. Шăпах çак самантсене тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ «Ростсельмаш» компани.

Вăл «ACROS», «DON», «RSM» тата ытти брендпа кăларакан ял хуçалăх машинисене Раççейри аграрисем ытларах та ытларах туянаççĕ. Асăннă техника лайăх ĕçленине пĕлтерсе Краснодарпа Ставрополь крайĕсенчен, Ростов облаçĕнчен, Атăлçи тăрăхĕнчен, Уралтан, Çĕпĕртен тата ытти çĕртен хыпарсем килеççĕ. Вĕсен пурин те шухăшĕ пĕрешкел: «Ростсельмаш» компани машинисем Раççейĕн тĕрлĕ климат зонинчи условисенче ĕçлеме юрăхлă, вĕсене туянса хута янин тăкакĕ ытти производителĕн техникипе танлаштарсан чылай пĕчĕкрех. Шанчăклă та пахалăхлă комбайна Чăваш Енре те туянма пулать. «Агротехкомплект» ООО 2005 çултанпа «Ростсельмашăн» техникине Чăваш Республикинче сутма пулăшакан тата вĕсен ĕçлевне пăхса-тĕрĕслесе тăракан официаллă дилер шутланать. Сервис центрĕнчи ятарласа вĕреннĕ тата аттестаци витĕр тухнă специалистсем техникăна гаранти вăхăтĕнче /2 çул/ пăхса тăраççĕ, ун хыççăн та хăйсен хÿттине илеççĕ, кăлтăк тупăнсан ăна тÿрех юсаççĕ. Çакă кÿрсе килнĕ машинăсене пĕр тикĕссĕн ĕçлеме май парать.

Çĕр хут илтиччен...

Хаклă техника туяниччен малтан унăн тăкакĕсем хăçан саплашăнасси пирки шухăшламалла. Паллă ĕнтĕ: перекетлĕ хуçа хакĕпе пахалăхĕ шайлашса тăракан техникăна кăмăллать. Малтанах, унăн хăйне мĕн кирлине суйласа илме пĕлмелле. Çак утăма тумашкăн вара пĕрре те çăмăл мар - алăра информаци материалĕсем пур пулин те. «Çĕр хут илтиччен пĕр хут курмалла», - тенине тĕпе хурса «Агротехкомплект» ООО директорĕ Валерий Гаврилов республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Дон çинчи Ростова - «Ростсельмаш» комбайн заводне - илсе кайса килнĕ. Çак ушкăн заводăн истори участокне кĕрсе курнă, унта компани кăларакан техникăпа - урапаран пуçласа тырă выракан Torum 740 комбайн таранах - паллашнă. Çавăн пекех саппас пайĕсен складĕнчи, производствăпа инструмент цехĕнчи, Torum, РСМ 1401, РСМ 1701 ротор комбайнĕсене пуçтаракан тата лазерпа касакан çĕнĕ цехсенчи лару-тăрупа кăсăкланнă. Тырă выракан «ACROS», «Вектор», «Нива» комбайнсене пуçтаракан конвейера, ЕС-1 энергохатĕре курса тĕлĕннĕ.

«Ростсельмашри» пĕр кун» акцие хутшăннă ертÿçĕсем хăйсен шухăшне хаваспах пĕлтерчĕç.

- Пирĕн валли ĕçлĕ программа хатĕрленĕ. Уйрăмах «Ростсельмаш» комбайн заводне çитсе курни кăмăла кайрĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ производство - урăх мĕн хушса калайăн, - терĕ Вăрнар районĕнчи «Мураты» ЯХПК председателĕ Геннадий Спиридонов.

- Завод çĕнĕ оборудованипе пуянни, вăл тухăçлă ĕçлени савăнтарчĕ. Производствăра типтерлĕх хуçаланнине палăртмалла. Çакнашкал паллашусем питĕ кирлĕ. Вĕсем тавра курăма ÿстерме пулăшаççĕ. «Ростсельмаш» кăларнă техникăпа темиçе çул каяллах усă курма пуçланă эпир: малтан «Дон» туянтăмăр, унтан - «Acros». Ку комбайнсемпе ĕçлеме шанчăклă та меллĕ, - Дон çинчи Ростова кайса килнипе кăмăллă юлнине пытармарĕ Анатолий Ульянов, Вăрмар районĕнчи «Шигали» ЯХПК председателĕ.

- Пирĕн, ертÿçĕсен, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăмалла, вĕсенчен пĕр пайне те пулин ĕçе кĕртмелле. «Ростсельмаша» çитсе курни пуриншĕн те усăллă пулчĕ. «Агротехкомплект» ООО пулăшнипе эпир çак завод кăларнă тăватă комбайна /«Дон», «Acros»/ туянтăмăр. Ку машинăсем паянхи рынок ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ. Кабинăра хăтлă пулнăран вĕсемпе ĕçлеме те кăмăллă, - пĕлтерчĕ шухăшне Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов.

- «Ростсельмаш» комбайн заводĕнче мĕнле условисенче ĕçленине курса тĕлĕнтĕмĕр. Технологисене çĕнетсех пыраççĕ вĕсем. Çав хушăрах хуçалăх ертÿçисен сĕнĕвĕсене те шута илеççĕ. Çакă питĕ килĕшрĕ. Метала лазерпа касаççĕ, пахалăхлă детальсем хатĕрлеççĕ. Пирĕн хуçалăхра ĕне нумай, çавна май выльăх апачĕ чылай кирлĕ - вăл пахалăхлă пулмалла. Пахалăха ÿстерес тесен вара çĕнĕ технологисемпе тата çĕнĕ техникăпа ĕçлемелле. «Ростсельмашра» курса çÿренĕ чухне выльăх апачĕ хатĕрлекен Дон-680 комбайн туянас шухăш çуралчĕ. Вăл ют çĕр-шывра кăларнинчен йÿнĕрех, анчах тухăçлăхĕпе унран пĕрре те кая мар, - чунне уçрĕ Гурий Федоров, Елчĕк районĕнчи «Комбайн» ЯХПК председателĕ.

«Ростсельмашри» пĕр кун» акцие хутшăннă ытти ертÿçĕ те хăйсене килĕшнĕ техникăна çывăх вăхăтрах туянассине систерчĕç. Çакна та палăртар: «Ростсельмаш» комбайнсемсĕр пуçне кăкармалли техника та - утă çулмалли тата пуçтармалли, ăна тĕркемлесе çыхмалли агрегатсем, утă тавăрмалли кĕрепле т.ыт.те - хатĕрлет.

Çĕннисем тухăçлăрах

«Ростсельмаш» ООО 2011 çулта хăй кăларакан техника моделĕсен конструкцине улшăнусем кĕртме тата çĕнĕ модельсем кăларма тĕллевсем лартать. Тĕслĕхрен, тырă выракан Vector 420 комбайн. 410 серирен вăл Qummins QSB 6, 7 двигателе пула - малтанхин ЯМЗ 236 - уйрăлса тăрать. Çĕнетнĕ Veсtora сывлăш компрессорĕпе комплектлаççĕ. Ку комбайнсем 4-мĕш класс ушкăнне /тырă тухăçĕн йăлана кĕнĕ схеми, двигательсен хăвачĕ - 210 тата 220 лаша вăйĕ/ кĕреççĕ. Вĕсемпе Чăваш Ен условийĕсенче, пĕрчĕллĕ тырăсен вăтам тухăçĕллĕ, пысăках мар уйсенче ĕçлеме меллĕ.

Заводăн тепĕр çĕнĕлĕхĕ - тырă выракан Acros 580 тата Acros 590 Plus комбайнсем. 580 модель малтанхи серисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха: Cummins 6 LTAA 8, 9 двигателĕн хăвачĕ - 300 лаша вăйĕ* куçма пултараслăха ÿстерес тесе малти урапасен редукторĕн конструкцине улăштарнă* улăма вĕтетекен-салатакан агрегат икĕ хăвăртлăхлă - улăма 12 метр таранччен сапалама пултарать. Acros Plus уйрăмлăхĕсем: тырă хутăшĕ чалăшрах камерăра хăвăртрах çаврăнать* Cummins двигателĕн хăвачĕ - 325 лаша вăйĕ, жатка рельефĕн копине автомат мелĕпе тăваççĕ* вентилятор икĕ секциллĕ. Acros комбайнсем 5Ç класс ушкăнне кĕреççĕ /тырă тухăçĕн йăлана кĕнĕ схеми, двигательсен хăвачĕ - 225, 280, 300 тата 325 лаша вăйĕ/. Ку серири пĕтĕм комбайна сывлăш компрессорĕ çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе пысăк тата вăтам тухăçлă хирсенче ĕçлеме аван.

Torum ротор комбайнĕсен ĕç тухăçлăхĕ питĕ пысăк. 7-мĕш класс ушкăнне кĕреççĕ /двигательсен хăвачĕ - 400/510 лаша вăйĕ/. Torum ытти ротор комбайнĕнчен инновацисемпе уйрăлса тăрать. Тырă çапакан тытăм виçĕ элементран тăрать: битер камери /транспортерлисемпе танлаштарсан витĕр кăларса яраслăх 20 процент ÿсет/* çаврăнса тăракан дека тата ротор* роторăн пусăмсăр привочĕ. Комбайнпа пысăк тухăçлă хирсенче ĕçлеме меллĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене хальхи йышши тата инновациллĕ техникăпа тивĕçтерес тесе завод пĕрмай тĕрĕслевсем ирттерет тата çĕнĕ модельсем хатĕрлет. Nina, Vektor, Acros çĕнетнĕ серисемсĕр пуçне çитес çулсенчех вăл тырă выракан RSM 082 тата Vektor Track комбайнсем кăларма пуçлĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен çĕнĕ моделĕсем вырăнлă: Дон-680М, RSM 1401, RSM 1701, ES-1 энергохатĕр.

Хальхи йышши çĕнĕ техникăна туянас кăмăл çуралчĕ-и? Апла тăк «Ростсельмашăн» Чăваш Республикинчи официаллă дилерĕпе - «Агротехкомплект» ОООпа - çыхăнма васкăр. Унăн адресĕ: Шупашкар хули, Хуçалăх тăкăрлăкĕ, 3А çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 63-04-13, 23-02-54, 28-21-77.



"Хыпар"
24 марта 2011
00:00
Поделиться
;