Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

«Сĕт сутатăн-и, Матĕрне, миçе тенкĕпе литрне?»

ЯЛ ÇЫННИ хăй хуçалăхĕнче туса илекен продукцие сутса çемье бюджетне пуянлатать. Газпа, электроэнергипе усă курнăшăн та кашни уйăхрах тÿлемелле. Вăхăтра парăма татмасан пуçран шăлмĕç. Çынсем ĕне сĕтне те çак тĕллевпех предпринимательсене сутаççĕ. Нумай-и, сахал-и – тăкаксене саплаштаркалама, пурнăçа йÿнеçтерме пулать.

Сĕт хакĕ, çуллахипе танлаштарсан, 2-3 тенкĕ ÿснĕ. Ăна ял поселенийĕсенче тĕрлĕ хаксемпе пуçтараççĕ. Акă 1 литр сĕтшĕн Васан, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Палтиел тăрăхĕсенче – 12 тенкĕ, Анат Чаткас, Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Чукал, Кивĕ Чукал тăрăхĕсенче 11 тенкĕ тÿлеççĕ. Шăмăршăри пасарта вара сĕт туянакансем 1 литршăн 20 тенкĕ кăларса тыттараççĕ.

Çапах та, пуç тавра тарăннăн шутласа пăхсан, предпринимательсем халăхран сĕте питĕ йÿнĕпе туянаççĕ. Кăçал выльăх апачĕн хакĕ çав тери пысăк, çавăнпа та пĕр литр сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ сахалтан та 16 тенкĕрен кая мар пулмалла. Çакна республикăри Агропромышленноç тата Сĕт туса илекенсен союзĕсен иртнĕ кунсенче пулнă пĕрлехи ларăвĕнче те палăртнă. Вĕсем районсенче сĕте мĕн хакпа туяннине çирĕп контроллесе тăракан ĕç ушкăнĕ туса хума йышăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2011
00:00
Поделиться
;