Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Яла çĕклеме ăста кадрсем килмеллех

Пулăхлă çĕр те, ял хуçалăхăн хальхи йышши техники те ĕçчен çын тăрăшулăхĕсĕр хăйсем тĕллĕн кăна çĕр-шыва апат-çимĕçпе ытлăн-çитлĕн тивĕçтереймĕç. Ялта уйрăмах анлă сарăлнă профессисен ăста кадрĕсем кирлĕ, вĕсем çеç кăткăс машинăсемпе агрегатсене тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе пĕрлех производствăри малтисен меслечĕсене çул пама вăй-хал çитерĕç. Халăх хуçалăхĕн тĕп отраслĕсенчен пĕринче - аграри тытăмĕнче - специалистсем çитменни халĕ вăрттăнлăх мар.

Тупăш тăвакан предприятисем ÿссе пыни ялти социаллă лару-тăрăва лайăх енне сулăм пама тивĕç. Çапла пулмалла та. Ăста кадрсем хатĕрлемесĕр, паллах, ку тĕллеве пурнăçа кĕртме çук. Таçта та кирлĕ ылтăн алăсем: пĕрле­шÿллĕ хуçалăхра та, агрофирмăра та, социаллă инфратытăмра та, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре те. Çавăн пек çынсене асăрхама, тупма пĕлмелле. Кунпа пĕрлех анлă сарăлнă профессисене кăмăлламан яш-кĕрĕме тавра курăм енчен ÿссе пыма тăтăшах пулăшмалла. Пурнăç çавăн пек тума хистет паян. Ара, ял хуçалăх техники те кăткăслансах пырать. Çĕнĕ технологисем çул тупаççĕ.

Хальхи вăхăтра «Вĕренÿ тытăмĕн реформи» проекта пурнăçа кĕртеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн ресурс центрĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - халăха професси вĕренĕвĕпе тивĕçтерме шанчăклă лару-тăру туса парасси. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ял валли тĕрлĕ енлĕ аталаннă кадрсем хатĕрлесси калама çук анса ларчĕ. Лайăх ас тăватпăр: пирĕн республикăра та ял хуçалăхĕн профессипе техника училищи йышлăччĕ. Пулас механизаторсем тухатчĕç вĕсенчен. Çав училищĕсенче пĕлÿ илекенсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене тÿрех кайса кĕме пултарнă. Вăрнарта, сăмахран, хурт-хăмăрçăсене вĕрентсе кăларнă. Утарçă ĕçĕ çав тери хисепреччĕ.

Ялсенчи профтехучилищĕсен преподавателĕсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем аграри тытăмĕ валли кадрсем хатĕр­-лес енĕпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Паянхи кун вара çавăн пек вĕренÿ заведенийĕсенче те пурнăç чăрмавлăн йĕркеленсе пырать иккен. Хуçалăхсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ялта анлă сарăлнă профессисемпе специалистсем вĕрентсе кăларни кăна çите­лĕк­сĕр. Пирĕн шухăшпа, ку ыйтăва тата та анлăрах лартни кирлĕ. Профтехучилищĕсен ял хуçалăх предприятийĕсемпе кăна мар, шкулсемпе те тачă çыхăну тытмалла. Халăха ĕçе вырнаçтаракан центрсемпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, влаçăн тĕрлĕ шайри тытăмĕпе те уçă калаçу йĕркелемелле вĕсен. Тен, çав тĕллеве пурнăçа кĕртме çÿлерех асăннă ресурс центрĕсем пулăшĕç? Паян çавăн пек центрсем пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ тытăмĕнче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кунашкал утăм тума вĕсене мĕн хистет тетĕр? Хуравĕ уçăмлă: çав центрсен вĕренÿ программине паянхи çивĕч ыйтусене тĕпе хурса йĕркелени!

Ялсенчи профессипе техника училищисенчен вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçасси канăçсăрлантармалла мар. «Каччăсемпе хĕрсене ĕçе вырнаçтарасси пĕлтĕр малтанхи çулхинчен икĕ хут ÿснĕ», - вулатăп Статуправлени хатĕрленĕ официаллă материалсенчен пĕринче. Кун хыççăн ыйту тухса тăрать: «Профтехучилищĕсенче вĕреннĕ специалистсем мĕнле предприятисенче ĕçлеççĕ-ши?» Вĕсем, тем тесен те, килменех пирĕн тăрăха.

Ресурс центрĕсене професси вĕрентĕвĕн çĕнĕ моделĕ /тĕслĕхĕ/ теççĕ. Апла пулсан яллă вырăнсене кадрсемпе тивĕçтерсе тăрассин пĕрлехи тытăмне туса хума пулăшмалла вĕсен. Çав тытăм пуçĕн­че тăраканĕсем - харпăрлăхăн тĕрлĕ меслетне тĕпе хурса ĕçлекен предприятисем, халăха ĕçе вырнаçтаракан центр, çавăн пекех профтехучилищĕсем хăйсем. Паллах, çав тытăмăн тĕп сыпăкĕ хальхи йышши хатĕрсемпе тата çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ вăтам профтехучилищĕсем пулĕç. Çавăн пек çĕрте производство вĕрентĕвне те, курсантсен практикине те паян кăларса тăратакан ыйтусене кун йĕркине кĕртме пурнăçлассине тĕп вырăна хураççĕ. Предприятисем ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансене ĕлĕк хушма стипенди тÿлесе тăратчĕç. Халĕ темшĕн-çке çак йăла манăçрĕ.

Ытти çĕрти пекех Йĕпреç тăрăхĕнче те ĕç кадрĕсен ыйтăвĕ çивĕч. Хуçалăхсен машина-трактор паркĕсенче хуçасăр агрегат йышлă. Сухаçăсем укçа ытларах ĕçлесе илес тĕллевпе тăван çĕр-шывăн тĕп хулине, Çĕпĕре е Çурçĕре туха-туха кайнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Н.П.Чугаров каланă тăрăх районта çĕре яхăн механизаторпа комбайнер çитмест. Пысăк йыш ку. Ĕç вăйĕ çитменрен техника тăрать, хĕрÿ тапхăрти ĕçсем пурнăçа вăхăтра кĕреймеççĕ.

Сăмах та çук: анлă тавра курăмлă кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйту кун йĕркинче чи малта тăма тивĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене аграри тытăмĕнчи лару-тăру тарăннăн шухăшлаттармалла. Унччен механизаторсене вырăнта хамăр вăйпа вĕрентсе кăларнă. «Ял хуçалăх техники» предприяти çумĕнче ятарлă курс ĕçлетчĕ. Хуçалăхсем валли 25-30 трактористран кая мар хатĕрленĕ. Курсĕ халĕ те пур-ха, анчах вăл кирлĕ чухлĕ йыш пуçтараймасть. Тепĕр тесен вырăнти «альма-матер» ятарлă профтехучилищĕсемпе ăçтан танлаштăр ĕнтĕ?

Кадрсем пурне те татса параççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче тĕпре пулнă чĕнÿ хăйĕн пĕлте­рĕш­не паян та çухатман.



"Хыпар"
15 февраля 2011
00:00
Поделиться