Кĕрхи культурăсен пахалăхĕ - тĕрĕслевре
Çак эрнери юнкун районăн тĕп агрономĕ О. Гусаров, "Россельхозцентр", "Агрохимцентр" пĕрлешÿсен районти представителĕсем Г. Яруковăпа В. Данькова, Е. Ефремова юр ашсах ялхуçалăх предприятийĕсен уйĕсене тухрĕç. Вĕсен тĕллевĕ кĕрхи культурăсен калчисене тĕрĕслесе вĕсен пахалăхне хак парасси пулчĕ. Хакне вĕсем ятарлă анализсем ирттернĕ хыççăн каярах парĕç. Халлĕхе вĕсен тĕрĕслевĕнче - А. Г. Николаев ячĕллĕ ОООн, "Звезда", "Восток" СХПКсен кĕрхи культурисен экземплярĕсем (е моноличĕсем). "Россельхозцентр" представителĕсене кĕрхисем епле хĕл каçни кăсăклантарать пулсан, "Агрохимцентр" ĕçченне вара - кĕрхи культурăсен лаптăкĕнче мĕнлерех йышши удобренисем çитменни е ытларах пулни.