Выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянма укçа-тенкĕ уйăрнă
Иртнĕ çул çанталăк çуллахи вăхăтра шăрăх тăнине пула выльăх апачĕ хатĕрлесси çăмăл пулмарĕ. Уйрăм кил, çавăн пекех хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йывăрлăхсем тÿсрĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Хăшĕ-пĕрисен умне мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакарас ыйту та тухса тăчĕ темелле. Çавна май ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшса Чăваш Республикин Правительстви выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянма укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа килĕшÿллĕн 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнесен йышне сыхласа хăварма пултарнă уйрăм кил хуçалăхĕсене - 1000 тата ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене 1500 тенкĕ субсидилеме палăртнă. Ăна илес тесен килте ĕне усракансен вырăнти ял тăрăхне çак документсене тăратмалла: вырăнти ял тăрăхне пырса заявлени çырмалла (унăн бланкĕ вырăнти ял тăрăхĕнчех пур), хăвăрпа пĕрле паспорт, ИНН, перекет кĕнеки пулмалла.