Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Тăвалла пулсан та малаллах

«Тăвалла пулсан та малаллах», – çапла çирĕплетсе калаççĕ хресчен чунĕллĕ çынсем. Йăх-несĕлĕмĕрсен ятне çÿлте тытакансен шутне мăн-турхансем те кĕреççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ «Знамя» хуçалăх агропромышленность комплексне аталантарассипе ăнăçлă тимлекен предприятисенчен пĕри. Иртнĕ çул ял хуçалăх организацийĕ икĕ трактор, культиватор, сеялка, тырă вырса пуçтаракан «ACROS» комбайн тата ытти техника туяннă. Мехпарк тата выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнпа пуянланмалла.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшни – тупăш илмелли çăл куç. Çакна тĕпе хурса «Знамя» кооперативра ĕне фермине юсаса çĕнетнĕ, хăватлă сĕт оборудованийĕ вырнаçтарнă. 39 пуç ăратлă пушмак пăру туяннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 января 2011
00:00
Поделиться
;